Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫӗпрелӗн студенчӗсем «Ҫамрӑк профессионалсем» (WorldSkills Russia) регион чемпионатӗнче хутшӑнаҫҫӗ

Чемпионат 68 лаптăкра иртет.

 

Ҫӗпрел районӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн студенчӗсем Ильяс Махмутовпа Марсель Камалов «Ҫамрӑк профессионалсем» (WorldSkills Russia) регионти чемпионатра хутшӑнаҫҫӗ. Ҫырчаллинче вырнаҫнӑ чемпионатӑн пӗр лаптăкӗнче вӗсем хӑйсен таланчӗсене лазер технологийӗпе паллаштарӗҫ.

Аса илтеретпӗр, Тутарстанра «Ҫамрӑк профессионалсем» регионти чемпионачӗ (WorldSkills Russia) старт илчӗ. Ӑмӑртусенче 2 пине яхӑн конкурсант хутшӑнать.

WorldSkills чемпионат  ҫамрӑк специалистсен професси шайне аталантарассине, халăхсен хушшинчи опыта ҫирӗплетессине, ӑна пурнӑҫлаттарассине шута илет. Унсӑр пуҫне чемпионатӑн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри  – пысӑк квалификациллӗ кадрсене хатӗрлесси. Чемпионат 68 лаптăкра иртет.

Регионти чемпионат пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Тутарстанӑн команди хатӗрленет. Тепӗр ҫул команда Саранскра иртекен чемпионатăн финал ăмăртăвӗнче хутшӑнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев