Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫӗпрелӗн çамрăкӗсем – иккӗмӗш

Пирӗн районти ҫамрӑксем – «Наше время» – «Безнен заман» ӗҫлекен ҫамрӑксен пултарулӑхӗн IX уҫӑ телевидени фестивалӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗç

 

Çӗпрелӗн ӗҫлекен ҫамрӑксен – «ТНВ» – «ТЯГ» («Тутарстан-Новый Век» – «Тутарстан – Ҫӗнӗ ӗмӗр») командине фестивалӗн дипломӗсемпе тата парнисемпе чысларӗç. Ăмăртăвăн зона турне те, конкурсӑн юлашки тапхӑрне те пирӗн ҫамрӑксем питӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ. Кун ҫинчен пире районти культура пайӗн пуҫлӑхӗ Зульфат Сагдиев каласа пачӗ.

«Пирӗн вӑхӑт – безнен заман» фестиваль 2013 ҫултанпа Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов пулӑшăвӗпе республикӑри пултаруллă ҫамрӑксене аталантарас тӗллевпе иртет. Фестивальте ҫамрӑк специалистсем: слесарьсенчен пуҫласа, врачсем, учительсем тата, пӗтӗмлетсе каласан, Тутарстанри предприятисемпе организацисенче ӗҫлекен ытти професси хуçисем тӗрлӗ енпе хӑйсен творчество пултарулӑхне музыка,ташӑ, илемлӗ сăмах енӗпе кӑтартаҫҫӗ.

Кӑҫалхи çул фестивале Тутарстан Республикин 45 районӗнчен 127 предприятипе организацисенчен 250 ытла ҫын хутшӑнчӗ. Кӑҫал культура мероприятийӗ Тӑван чӗлхесемпе халӑх пӗрлӗхӗн çулталăкӗн шайӗнче иртрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев