Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫӗпрелӗн ҫамрӑкӗсем ҫӗнтерӳпе таврӑнчӗç

Çӗпрел районӗнчи «Татарстан – Новый век» – «ТНВ» çамрăксен уйрăмӗ ноябрӗн 20-21-мӗшӗсенче «Пирӗн вăхăт – Наше время» фестивалӗнче хутшăнчӗ

Фестивальре  80 организацирен çамрăксем хутшӑнчӗç. 200 юрă-ташă кăтартнă. Вӗсен хушшинче Ҫӗпрел районӗн команди те тивӗçлӗ вырăн йышӑнчӗ. Ҫӗпрелсем мӗнпур номинацисенче те ҫӗнтерсе, призлă вырӑнсем çӗнсе илчӗç.

«Хореографи» номинацире «Уклау яраштыра» («Скалка примиряет») тутар халăх ташши  – I вырӑн; «Ай, ташлари!» – II вырӑн тивӗçлӗ пулчӗç.

«Музыка» номинацийӗнче: Салават Юсуповӑн  «Авыл яшьлэре» («Молодежь деревни») юрри, Анастасия Александрован  «Акăш» тата чăваш вокал ансамблӗн «Эх, чун!» юрри – II вырӑна çӗнсе илчӗç.

«Минута славы» номинацире: вокалпа инструмент ансамблӗ хăйсен «Туган ягым» («Край родной») юррипе III вырӑна çӗнсе илчӗ. Ҫапла вара,  пӗтӗмӗшле команда балӗсемпе Çӗпрел районӗ «Татарстан – Новый век» – «ТНВ» çамрăксен уйрăмӗ II вырӑна тивӗçлӗ пулчӗ. Вӗсем ноябрӗн 27-28-мӗшӗсенче, çак номерсемпе, Хусан хулинче иртекен супер-финалта та хутшăнӗç.

Справка

Ӗҫлӗ ҫамрӑксен пултарулӑхӗн уçă республикӑри телевидени фестивалӗ Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов ырланипе тата ЮНЕСКО ӗҫӗсен РФ Комиссийӗн хӳттипе иртет. Кӑҫал «Пирӗн вăхăт – Наше время» фестивалӗн программине ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул тата Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе  75 ҫул çитнине  халалланӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев