Реклама
Хыпарсем
Ҫӗпрел ҫыннисем «Тутарстан йӗлтӗр йӗрӗ – 2021» массăллă йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗсенче хутшӑнчӗç
Районти отрасль технологийӗсен техникумӗн ӗҫченӗсем «хир кухни» йӗркеленӗччӗ. Ҫавӑнпа та вӑрманти сывлӑш та, спортпа интересленни çӗкленӳллӗ кăмăл-туйăм парнеленине пула та çанталăк сивӗ пулни ытлах сисӗнмерӗ.
Ăмăртусем пуçланас умӗн Евгений Копьева (Хулаçырми шкулӗ), Дина Низамована (Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗ), Николай Маркова (спорт шкулӗн тренерӗ), Екатерина Черланована (спорт шкулӗн спорт ӗҫӗн директорӗн çумӗ), Ильфат Замалетдинова (васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн фельдшерӗ), Ирина Синдюкована («Акчарлак» бассейнра ӗҫлекен), Виктор Петухова («Вӑрҫӑ юхăмӗн ветеранӗсен совечӗ» вырӑнти общество организацийӗн ертӳçи), Сирина Миначевана («Акчарлак» бассейн администраторӗ) ГТОн ылтăн паллисене савăнăçлă лару-тăрару пачӗç.
Çавăн пекех, Пӗкӗлме хулинче иртнӗ йӗлтӗр ӑмӑртăвӗсенче хутшăнса, лайăх кăтартусем тунă спортсменсем те парнеленчӗç. Унта Сергей Шавкин (Упи шкулӗн вӗренекенӗ), Сергей Юманов (Аслă Аксу шкулӗн вӗренекенӗ), Лиана Дергунова (Упи шкулӗ), Доминика Аръяхова (Чӑваш Ҫӗпрел шкулӗ) хутшăнчӗç.
«Тутарстан йӗлтӗр йӗрӗ – 2021» ăмӑртусенче вара Владимир Ильин ҫулӗпе чи аслӑ спортсмен пулса палăрчӗ, Ангелина Гордеева – чи ҫамрӑк спортсмен. Вӗсем те парнесӗр юлмарӗç. Хăйсемпе пӗр çулхисен хушшинче I, II, III вырӑнсене йышӑннӑ спортсменсене район пуҫлӑхӗн Хисеп грамотисем пачӗç.
Районти отрасль технологийӗсен техникумӗн ӗҫченӗсем «хир кухни» йӗркеленӗччӗ. Ҫавӑнпа та вӑрманти сывлӑш та, спортпа интересленни çӗкленӳллӗ кăмăл-туйăм парнеленине пула та çанталăк сивӗ пулни ытлах сисӗнмерӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев