Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫӗпрел ҫыннисем «Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» акцие хутшӑнчӗç

Акцие 2019 ҫултан пуҫласа, ҫулсерен ирттереҫҫӗ.


Сентябрӗн 3-мӗшӗнче районта «Единая Россия» политика партийӗн «Историческая память» федераци парти проектне пурнăçлас шайра «Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» иртрӗ.

«Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» – вӑл çынна хăйӗн вӑйне тӗрӗслеме, иртнӗ вӑрҫӑпа унӑн геройӗсем ҫинчен ҫӗнӗ информаци илме май паракан мероприятисенчен пӗри.

Акцие хутшӑнма малтан диктантпобеды.рф официаллӑ сайтӗнче регистрациленмеллеччӗ. https://диктантпобеды.рф/) Диктант çырассин онлайн форматӗнчи результатне хутшăнаканăн  уйрăм  кабинетӗнче паллă пулать.

Диктант пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкул пложадкинче иртрӗ, унта кашниех истори енӗпе хӑйӗн пӗлӗвӗсене тӗрӗслеме пултарчӗ.

Диктант ҫырнă çӗрте муниципаллă  район Совечӗн депутачӗсем, ҫавӑн пекех аслӑ классенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ.

Диктант вӑхӑчӗ 45 минут пулчӗ, ҫав вӑхӑтра диктант çырма хутшӑнакансен 25 ыйту ҫине хуравламалла пулчӗ. Ыйтусем Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫи пулăмӗсен темипе çыхăннăччӗ.

 

Справка

Акци çулсерен,2019 ҫултан пуҫласа, граждансене историе пӗлме явăçтарас, ҫамрӑксене патриотла воспитани парас тата Тӑван çӗршывӑн историллӗ пулăмӗсем ҫинчен пӗлӗвӗсене тӗрӗслес тӗллевпе пулса иртет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев