Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫӗпрел ҫыннисем каллех йӗлтӗр ҫине тӑчӗҫ

Воин-интернационалистăн, запасри полковникăн Валерий Колпаковăн призӗсене çӗнсе илессишӗн йӗлтӗр ӑмӑртӑвне 2008 ҫултанпа ирттереҫҫӗ

Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗнче, Ҫӗпрел районӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен запасри полковникӗн, Чăваш Çӗпрел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Валерий Федорович Колпаковăн кубокне тата призӗсене çӗнсе илессишӗн йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗсем иртрӗç.

Ăмăртусем Кивӗ Чукал вӑрман уҫланкинче «Йӗлтӗр базинче» иртрӗç. Мероприятире йӗлтӗр спортне кăмăллакансем тата çак енӗпе хастар пулнă Чакă, Упи, Чăваш Çӗпрел, Хулаҫырми ялӗсен спортсменӗсем хутшӑнчӗҫ. Ҫавӑн пекех, Ульяновск облаҫӗнчен, Пӑва районӗнчен те хӑнасем, ӑмӑртусене вăя кӗртекен Валерий Колпаков хăй тата район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та пурччӗ. Чыслӑ хӑнасем йӗлтӗр спортне кăмăллакансене пурне те саламларӗҫ, мероприяти питӗ кирлӗ пулнине палӑртса, хутшӑнакансене çӗкленӳллӗ кăмăл-туйӑм, ҫӗнтерӳ тума ăнтăлу сунчӗҫ.

Спорт уявӗн шайӗнче Марат Гафаров спорт тата ӗҫ ветеранне Николай Хрисанова ҫуралнӑ кунӗпе саламларӗ, вӑл пурнӑҫра та, спортра та хастар пулнине палӑртса, ăна Хисеп грамоти парса чысларӗ.  Ӑмӑртусем спортсменсем хушшинче темиҫе этапра, тӗрлӗ ӳсӗм категорийӗ енӗпе иртрӗç. Йӗлтӗрпе 5-7 ҫултисене те, 70 ҫултан аслӑраххисене те йӗлтӗр йӗрӗ çине тӑрса ӑмӑртма май пулчӗ. Вӗсем хушшинчен пӗрремӗш вырăна пӗчӗк Арианна çӗнсе илсен, аслисен хушшинче Геннадий Карсаков финиша чи малтан ҫитрӗ. Тӗрлӗ организацисемпе предприятисен ертӳҫисенчен Олег Албутов, Лейсан Ахметова, Расима Зартдинова, Лариса Решетова, Гузель Миначетдинова (ӗҫ коллективӗпе пӗрле) ӑмӑртрӗҫ.

ФОТОРЕПОРТАЖ

Пӗр-пӗр ӑмӑрту пулса иртнӗ чухне, паллах, ҫӗнтерӳҫӗ те пулать, кашнийӗ ҫавна çӗнсе илме ӑнтӑлать. Медальсене ытларах Упи, Кивӗ Çӗпрел, Чăваш Çӗпрел ялӗсен спортсменӗсем ҫӗнсе илчӗç. Кӳршӗллӗ Пӑва районӗнчен килнисем те пуç усмарӗç, вӗсем те тӗрлӗ ӳсӗм категорийӗсенче пӗрремӗш вырăнсенче  çӗнсе илекенсем пулчӗç. Ӑмӑртăвăн куҫса ҫӳрекен кубокне вара Чăваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхне пачӗç. Тӑван çӗршыв хӳтӗлевҫи кунӗнче иртнӗ ҫак ӑмӑртăвăн  йӗркелӳҫисем те вӗсемех пулчӗç. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Землемеров хӑй те кунтаччӗ, ăмăртакансене хавхалантарса тăрса, хутшӑнакансене чей ӗçме тата «салтак пӑттине» тутанса пӑхма чӗнсе тăчӗ. Куҫса ҫӳрекен кубока та хăйсене панăшăн савӑннине пӗлтерсе:

– Эпир ку ӑмӑртӑва тӗплӗн хатӗрленетпӗр. Кубока та иккӗмӗш хут ҫӗнсе илетпӗр. Йӗлтӗр спорчӗпе интересленекенсем ялта нумай, малашне те эпир хастар пулăпăр, – тесе пӗлтерчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев