Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫӗпрел ҫыннисем «Çурхи ырăлăх эрни – 2022» акцие хутшӑнчӗç

Район ҫыннисем тата шкул ачисем территорисене тирпей-илем кӗртнӗ çӗрте, субботникра хутшӑнчӗҫ – ҫапла вара ҫурхи акцие хӑйсен тӳпине хыврӗҫ.

Кунсӑр пуҫне районти учрежденисен, организацисен, предприятисен ертӳҫисем пулăшу кирлӗ пулнă ҫынсене: пенсионерсене, ветерансене, инвалидсене адреслӑ пулӑшу парас шутпа, ҫак категорисен представителӗсем хатӗрленӗ япаласем туяннӑ. Çакăн пек курав-суту-илӳ тунтикун Ӗç тăвакан комитетăн зданийӗнче йӗркеленнӗччӗ.

           

                *   *    *

 

Ҫӗпрел             районӗнчи терроризма хирӗç комиссийӗн ларӑвӗнче халӑха май уявӗсенче хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес ыйтӑва пӑхса тухрӗç

 

Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пынипе 2022 ҫулхи апрелӗн 25-мӗшӗнче терроризма хирӗç комиссийӗн ларӑвӗ пулса иртрӗ. Унта АТК членӗсем, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем, учрежденисемпе организацисен ертӳҫисем хутшӑнчӗҫ.

Ларӑва хутшӑнакансем «Çуркунне тата ӗҫ», «1941-1945 ҫулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вӑрҫинчи çӗнтерӗвӗ», «Сабантуй», «Акатуй» наци уявӗсене хатӗрленнӗ тата вӗсене ирттернӗ тапхăрта граждансен хӑрушсӑрлӑхне тата право йӗркине тивӗçтерес енӗпе мерăсем çинчен»  ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ. Ҫӗпрел районӗнчи шалти ӗҫсен пайӗн полици начальникӗн çумӗ Рамиль Шайхаттаров объектсемпе вырӑнсенче тата çынсем нумай пуçтарăнакан вырăнсенче терроризма хирӗç хӳтлӗхпе тивӗҫтермелли мерӑсемпе паллаштарчӗ. Сӑмахран, вăл уявсенче терроризма хирӗç хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерес тӗллевпе тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнассине, полицейскисене пурне те ҫак ӗҫе явӑҫтарассине пӗлтерчӗ. Рамиль Шайхаттаров та ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсене вырӑнсенче халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес енӗпе кирлӗ мерӑсем йышӑнмаллине асӑрхаттарчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев