Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫӗпрел районӗн йӗркеленӳ тапхӑрӗ

95 ҫулхи историне кӗскен пӑхса тухни Иршат Закиров

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ун чухне Совет ҫӗршывӗнче пурӑннӑ халӑхсен историне чи синкерлӗ, ҫав вӑхӑтрах нимпе танлаштарайми паттӑрлӑх тапхăрӗпе кӗрсе юлнӑ.

1945 ҫулхи майăн 9-мӗшӗнче Совет Союзӗ фашистла Германие çӗнтерет. Сентябрь уйӑхӗнче япони милитарисчӗсене аркатса тăкать. Анчах, каярах этемлӗх историйӗнче чи юнлӑ та хаяр тесе йышӑннӑ Иккӗмӗш пӗтӗм тӗнче вӑрҫи уйрӑм ҫынсен кун-ҫулӗнче те, пирӗн аслӑ ҫӗршывăн кун-ҫулӗнче те тарӑн сурансем хӑварчӗ. Совет Союзӗ хӑйӗн наци пуянлӑхӗн 20 процентне ҫухатрӗ. 1700 ытла хулапа поселока, 70 пин яла, 32 пин промышленность предприятине пӗтернӗ, ҫаратнӑ. Тӗрлӗ хаклав тӑрӑх, вӑрҫӑ ҫулӗсенче 22-30 миллиона яхăн совет ҫынни вилет.

Уйрăммăн илсен, Тутарстанăн ял хуҫалӑхне Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пысӑк сиен кӳрет. Республикӑра акмалли лаптӑк 1945 ҫул тӗлне, 1940 ҫулхипе танлаштарсан, 30% чакать, мӑйракаллӑ шултра выльӑхсен шучӗ 20,6%, сурӑхсен – 33,8%, сыснасен шучӗ 2,4 хут чакать. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче республикӑри ял хуҫалӑхӗнчи тракторсен шучӗ 14,4% , тиевлӗ автомобильсен шучӗ – 4,9 хут чакнă. Ял хуҫалӑхӗн пурлӑхпа техника никӗсне кӳнӗ сиен, ҫавӑн пекех, ял хуҫалӑхне тытса пырас ӗҫри чылай ҫитменлӗхсем, ял хуҫалӑх продукцине туса илесси ҫӗршывӑн ӳссе пыракан ыйтӑвӗсенчен çивӗччӗн кая юласси патне илсе çитерет.

Тутарстанра ял ҫыннисен ҫухатӑвӗ тата пысӑкрах пулнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче республикӑра пурӑнакан 700 000 ҫынна фронта мобилизациленӗ, вӗсенчен ҫурри (350 000) Иккӗмӗш пӗтӗм тӗнче вӑрҫин ҫапӑҫу хирӗсенче пуҫ хунӑ.

Граждансен тата çӗршывăн, республикăн, ҫав шутра уйрӑм районсен ертӳçисен умӗнче халӑх хуҫалӑхне ура çине тăратасси, халӑхӑн пурнӑҫ шайне тӗпрен лайӑхлатасси тӗллев пулса тăрать.

Ҫак задачӑсене хӑвӑртрах татса парас тесен хуҫалӑхăн комплексне энергипе тивӗҫтерессине тӗпрен лайӑхлатмалла пулать. Электроэнергипе усӑ курасси ҫулсерен анлӑланса пырать. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи тапхӑрта ытларах сахал хӑватлӑ электростанцисем туса лартаççӗ. 1950 ҫул вӗҫнелле вӗсен шучӗ Тутарстанра 400 патне ҫывхарать, кашнин вӑтам хӑвачӗ 25 киловатт пулать. Çӗпрелӗн аслӑ ӑрӑвӗ тӗне ӗненекенсенчен туртса илнӗ мечӗтсемпе чиркӳсенче, репрессиленӗ кулаксен ҫурчӗсенче вырнаҫнӑ пысӑках мар ял электростанцисене лайӑх астӑвать-ха. Вӗсенче дизель двигателӗсене вырнаҫтарнӑччӗ. Каҫхине 11 сехет хыҫҫӑн вӗсене чарса тăчӗç.

1961 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне республикӑри колхозсенчен 58 проценчӗ электроэнерги илме пуҫлать, ку вӑл 1953 ҫулхипе танлаштарсан 4 хута яхӑн ытларах. Анчах выльӑх-чӗрлӗх фермисенче алӑ ӗҫӗ ытларах пулма пӑрахмасть, ҫавна май продукцин хӑйхаклӑхӗ пысӑк пуласси патне илсе çитерет. Комплекслӑ механизаци валли оборудовани сахал кӑлараҫҫӗ.

Апла пулин те совет саманинче социаллӑ пурнӑҫпа йӑла тата культура сферине аталантарассинчен ытларах производствӑна механизацилессипе интенсификацилесси ҫине тимлӗх уйӑрчӗç. 1954-1957 ҫулсенче Тутарстан 2 845 трактор, 2 847 комбайн, 2 580 тиевлӗ автомашина, 6 100 трактор сеялки тата ытти нумай ял хуҫалӑх машинине илет. МТС-а ҫӗнӗлле йӗркелес тата техникӑна колхозсене сутас енӗпе мероприятисем ирттереççӗ. Ҫакӑ тӗп ял хуҫалӑх ӗҫӗсене пӗтӗмпех механизациленӗ май, машинӑсемпе усӑ курассине самай лайӑхлатма май пачӗ. Ҫавна пула 1959 ҫулта пӗрчӗллӗ культурӑсен пӗтӗмӗшле пухӑвӗ, 1953 ҫулхипе танлаштарсан. 19,6% ӳсет.

Ҫав хушӑрах хуҫалӑхсенчен нумайӑшӗ ҫултан-ҫул гектартан 5-7 центнер тӗш тырӑ тухӑҫне илме пӑрахмаҫҫӗ. Чылай колхозсемпе совхозсем республикӑра выльӑх-чӗрлӗх продукчӗсем туса илессин вӑтам шайӗнчен чылай кая юлаççӗ.

Хула тата ял халӑхӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика тата культурӑпа йӑлари лару-тӑрӑвӗнчи танмарлӑх, ял халӑхӗ сахалланса пынипе, хула халӑхӗ вӗҫӗмсӗр ӳссе пырать. Патшалӑх ял районӗсене пысӑклатса ҫак лару-тӑруран тухма тӑрӑшать. 1959 ҫулта Чăнлă районне (Буденновский пулнӑ) пӗтерсе, Ҫӗпрел районӗн составне Кивӗ Шемӗршел, Кӗҫӗн Чăнлă, Аслӑ Чăнлă, Çӗнӗ Тинчале ял совечӗсене кӗртеççӗ. 1963 ҫулхи май уйӑхӗнче Ҫӗпрел районӗ хăй те пысӑклатнӑ Пӑва районӗн йышне кӗрет.

1965 ҫулхи март уйӑхӗнче КПСС Верхонăй Комитечӗн пленумӗ пулать, вӑл ял хуҫалӑх енӗпе анлӑ реформӑна старт парать. Ҫӗршыври аграри секторӗн проблемисем ҫине наукӑпа, экономикăпа никӗсленсе пӑхассине тӑрук тимлӗхе илӗнет. Пленум йышӑнӑвӗсенче ял хуҫалӑхне пысӑк капитал хывасси, унӑн пурлӑхпа техника базине чылай анлӑлатасси, колхозсенче ял хуҫалӑх продукцине хатӗрлемелли ҫирӗп плансем ҫине куҫасси тата туянмалли хаксене самай ӳстересси палӑрать. Колхозниксемпе рабочисен тата служащисен харпӑрлӑхӗнчи выльӑх-чӗрлӗхе тытса тӑма сӑлтавсӑр чарусене сиреççӗ. Унччен, 1964 ҫулта «Колхоз членӗсен пенсийӗсемпе пособийӗсем ҫинчен» закон йышӑнаççӗ, унпа килӗшӳллӗн 1965 ҫултах ТАССР-та 145 пин колхозник пенси илме пуҫлать.

Пуҫланӑ реформӑн малтанхи ырӑ кӑтартӑвӗсем 1965 ҫултах палӑраççӗ. Тутарстан Республики тырпул тухӑҫӗпе Атӑл ҫи тӑрӑхӗнче пӗрремӗш вырӑна тухать, выльӑх-чӗрлӗх продукчӗсем туса илессипе тата хатӗрлессипе иккӗмӗш вырӑна йышӑнать. Колхозниксемпе совхозсенче ӗҫлекенсенчен нумайӑшӗ орденсемпе наградӑланать. Вӗсенчен чи тивӗҫлисем Социализмла Ӗҫ Геройӗ ята тивӗҫлӗ пулаççӗ. Тӗрлӗ ҫулта çак ята Ҫӗпрел районӗнчен пулнă малта пыракансем те илчӗç.

Ахметгарей Шакирзянович Абдриев 1923 ҫулхи октябрӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Шемӗршел ялӗнче ҫут тӗнчене килет.

Вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Буденново районӗнчи Сталин ячӗллӗ колхозра бухгалтерта ӗҫлет.

1942-1943 ҫулсенче 72-мӗш стрелоксен полкӗнче минометчик пулать. Аманнӑ хыҫҫӑн тӑван ялне таврӑнать. 1946 ҫулта «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медальпе наградăланать.

 1943-1950 ҫулсенче Буденновский районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн снабжени пайӗн аслӑ инспекторӗ пулса ӗҫлет.

1950-1955 ҫулсенче – ВКП (б) Буденновский район комитечӗн секретарӗн пулӑшуҫи, 1956-1988 ҫулсенче (пенсие тухиччен) – Ҫӗпрел районӗн XXII Партсъезд ячӗллӗ колхоз председателӗ. Ахметгарей Шакирзянович ертсе пынипе хуҫалӑх социализмла ӑмӑртура пысӑк ҫитӗнӳсем тăвать, ҫӗр ӗҫӗпе выльӑх-чӗрлӗх продукчӗсене патшалӑха сутмалли плана ирттерсе пурнăçлать. Ҫакӑншӑн А.Абдриева 1965 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче Ленин орденӗпе, 1970 ҫулхи апрель уйӑхӗнче «В.И.Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа» медальпе наградӑланать. «Ӗçри хастарлăхшăн» медальпе чысланать.  

1971 ҫулта ял хуҫалӑхне аталантарас ӗҫри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн Ахметгарей Шакирзянович «Социализмла Ӗҫ Геройӗ» ята тивӗçлӗ пулать, ăна Ленин орденне тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль параççӗ. 1973 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче Октябрь революцийӗн орденӗпе, 1976 ҫулта – Ленин орденӗпе, 1985 ҫулта – II степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, 1986 ҫулта – Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе наградӑланать.

А.Абдриев ТАССР Верховнăй Совечӗн пиллӗкмӗш суйлаври депутачӗ, Пӗтӗм Союзри колхозниксен III тата IV съезчӗсен делегачӗ пулса суйланать, 1969-1986 ҫулсенче ҫӗршывăн колхозсен Совечӗн яланхи членӗ пулать.

Вӑл 2004 ҫулхи декабрӗн 4-мӗшӗнче пурнăçран уйрăлса кайрӗ. Тӑван енӗнче, ял музейӗнче, ӑна халалланӑ зал пур, унӑн бюстне вырнаҫтарнӑ. ТР Наци музейӗнче Герой 75 ҫул тултарнине халалланӑ курав пулчӗ. А.Абдриевӑн пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен кӗнекесем ҫырнӑ.

Лазарь Васильевич Дергунов (1907-1974), Чӗмпӗр кӗпернин Пӑва уесӗнчи (халӗ Тутарстан Республикин Ҫӗпрел районӗ) Ҫӗнӗ Упи ялӗнче ҫуралнă. 1938 ҫулта ăна Ҫӗпрел районӗнчи Чапаев ячӗллӗ колхоз председателӗ пулма суйлаççӗ. Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хутшӑнать. Сталинградшӑн пынӑ ҫапӑҫусенче йывӑр аманать. 1943 ҫулхи июль уйӑхӗнче демобилизаци йӗркипе ҫар наградисемпе килне таврӑнать. Каллех Чапаев ячӗллӗ колхоза ертсе пыма пуçлать. Вӑл ертсе пынӑ ҫулсенче 1960 ҫулччен колхоз ял хуҫалӑх культурисен тухӑҫӗ пысӑк пулнипе палӑрса тӑрать, ӗҫе йӗркелемелли прогрессивлӑ формӑсене ӗҫе кӗртеççӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетмелли, хушма производствӑсен пурлӑхпа техника бази ҫирӗпленет. Колхоз Пӗтӗм Союзри ял хуҫалӑх выставкисенче темиҫе хут та хутшӑнать. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче колхозăн ӗҫченӗсем хатӗрлев пункчӗсене 718 пин пӑт тырӑ, 3300 пӑт пахчаҫимӗҫ, 1080 пӑт аш-какай, вуншар пин литр сӗт ӑсатаççӗ. Колхозниксем оборона Фондне, танксемпе самолетсем тума пӗр миллион тенкӗ ытла укҫа хываççӗ. КПСС XXI съезчӗн делегачӗ (1959). Социализм Ӗҫ Геройӗ (1948). Наградӑсем: «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ, Ленин Орденӗ, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ, «Хисеп Палли» орден, СССР медалӗсем.

Усман Гатауллович Алиев (1924-1986). Ҫӗпрел районӗнчи Аслӑ Чăнлă ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн, колхозра ӗҫлеме пуҫлать, анчах Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан ăна Хӗрлӗ Ҫара илеççӗ. Шоферсен курсӗнче вӗреннӗ хыҫҫӑн, Усман Алиев тӗрлӗ фронтсенче ҫапӑҫать. 1947 ҫулхи апрель уйӑхӗнче демобилизациленсен, ҫар наградисемпе тӑван енне таврӑнать, май уйӑхӗнчех Шемӗршелӗн МТСӗнче ӗҫлеме пуçлать. 1959 ҫулта Усман Алиев комбайнер, 1963 ҫултанпа вара Ҫӗпрел районӗнчи «Ирек»  колхозăн трактор бригадин бригадирӗ пулса тӑрать. Ку хуҫалӑхра 1972 ҫулхи типӗ те йывӑр ҫу кунӗсенче тырпул тухӑҫне вӑхӑтра тата ҫухатусӑр пухса кӗртеççӗ. Усман Гатаулловичӑн бригади хӑй ҫине илнӗ обязательствӑсене ытлашшипех пурнӑҫлать, бригадир вара 1973 ҫулта Социализмла Ӗҫ Геройӗн ятне тивӗҫет.

Тата тепӗр пилӗк Ҫӗпрел çынни ҫак пысӑк ята Совет Союзӗн халӑх хуҫалӑхӗн тӗрлӗ облаҫӗсенчи ӗҫри паттӑрлӑхсемшӗн тивӗҫлӗ пулчӗç. Чи титуллӑ та чӑннипех легендарлӑ ҫын – пирӗн паллӑ ентешӗмӗр П.В.Дементьев.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев