Ҫӗпрел «Мичуринӗ»
Кӗҫӗн Чӑнлӑ ялӗнче пурӑнакан Ильдус Валиуллов хӑйӗн пахчине мини-тропикăна ҫавӑрнӑ
Ильдус виноград ӳстерни ҫинчен эпир хамӑр хаҫатра ҫырнӑччӗ ӗнтӗ. Анчах вӑл ҫакӑнпа кӑна чарӑнса тӑман, паянхи кун персикпа абрикос йывăççисенчен пуян тухӑҫ илме пуçланă. Ҫапла майпа вăл Ҫӗпрел районӗнче те кӑнтӑрти культурӑсене чăннипех ӳстерме пулнине ҫирӗплетсе парать.
– Пахчара юратса, чунна парса ӗҫлемелле, – тесе шутлать сад-пахча ӑсти.
Ильдус Валиуллов ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ. Тӗп никӗсне пăрахса кайман, паян та вӑл тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене кӗтсе илет, ӑсатса тăрать. «Цильна» обществӑн склад заведующийӗсӗр пуҫне, вӑл пресс-сотрудник та. Обществăн ҫитӗнӗвӗсем, ӗçченӗсем çинчен сӑн ӳкерчӗксемпе видеосем урлă социаллӑ сетьсенче тӑтӑшах паллаштарса тăрать.
Юратнӑ пахчипе те интересленме ӗлкӗрет. Пахчаҫӑсем вал-ли йӗркеленӗ курав-конкурссенче хутшӑнать, ку енӗпе пӗлӗвне те ӳстерет.
Персикпа абрикоса Ильдус виноградпа пӗрле 10 ҫул каялла лартнă. Вунӑ ҫул пăхни ахаль пулман. – Кӑҫал пурте лайӑх тухӑҫ пачӗҫ, – тет вӑл. – Тути, сӗткенӗ енӗпе вара, кӑнтӑрти улма-ҫырла та аякра тăччăр.
Персика Ильдус «Память Симиренко» сортран ӗрчетме пуçлать. Çакна та каласа иртес пулать: унӑн пахчинче туяннӑ хунавсем ҫук. Вӑл вӗсене хăй ӗрчетет, ҫимӗçӗн вӑррисенчен ӳстерет, турачӗсене «авлантарать», пӗтӗмлетсе каласан, опытсем тăвать. Ҫапла вара ӳсентӑрансем вырӑнти климата хӑнӑхаҫҫӗ. Паян унӑн улма-ҫырла коллекцийӗнче 50 тӗрлӗ персик, абрикос, 30 тӗрлӗ виноград, слива, улмуҫҫи, груша тата ытти культурӑсем те пур.
– Эпӗ мӗнле-тӗр тупӑш илес тесе интересленместӗп. Пахчара ӗҫлени мана киленӳ парать, ку манӑн – хобби. Илнӗ тухӑҫпа эпӗ тӑвансене, туссене сăйланăп, – тесе калаçрӗ Ильдус. Персикӑн малтанхи ҫимӗҫӗсене вара вӑл хӑйӗн пӗрремӗш вӗрентекенне леҫсе панă.
Район çыннин ӗҫ опычӗ кăткăс ҫанталӑк условийӗсенче те (хӗллехи сивве, кӗрхи ҫумӑра шута илсе) витӗмлӗ кӑтартусем тума пулнине кăтартса парать.
Малалла тăсса
Ильдус Валиуллов хӑйӗн пахчинче ӳстернӗ ҫимӗҫсемпе тӗрлӗ мероприятире хутшӑнать. Нумаях пулмасть вӑл Ульяновск хулинче иртнӗ «Виноград кунӗнче» пулчӗ, 15 пин тенкӗлӗх сертификатпа парнеленчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев