Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Ҫӗпрел энциклопедине» библиотекăсене пачӗç

Ӗнер. Паян. Ыран

Районăн 32 библиотеки чӑннипех хаклӑ парнепе – «Çӗпрел энциклопедийӗпе» туллиленчӗ. Кӗнекене памалли мероприяти районти Культура çуртӗнче иртрӗ.

Энциклопеди тăвас ӗçре районти библиотека ӗҫченӗсем пысăк вăй хучӗç. Малтанхи кунсенченех вӗсем даннăй пуçтарма, кӗнекене кӗнӗ ҫынсене анкетăлама пуçăнчӗç.

«Ҫӗпрел энцик-лопедийӗ» халӑха интереслентерме те ӗлкӗрчӗ. Калăпăр, кӗнекере Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин Геройӗсем хушшинче Ильмет-Чаткас ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Зайдулла Гатауллович Губайдуллин çинчен хыпар пуррине илтсе, унӑн ывӑлӗ Равиль  ҫемйипе пӗрле таврапӗлӳ музейне килнӗ.

Халӗ вара ҫак истори кӗнекипе районти библиотекăн филиалӗсене килсе паллашма та май пур. Энциклопедие хăйсенче те пултăр текенсем çавăнтах заявлени те хăварма пултараҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев