Ҫӗпрел çыннисем «Тутарла диктант» ҫырчӗç
Кăмăлӗ пуррисене «Тутарла диктант» ҫырса, тутар чӗлхипе пӗлӗвӗсене тишкерсе пăхма май пулчӗ
Диктант ҫырмалли лаптăксене Культура çурчӗсенче, çутӗç учрежденийӗсенче, библиотекӑсенче йӗркеленӗ. Диктант çырма, çаплах, районти мусульмансем те хутшӑнчӗҫ. Вӗсем ăна мечӗтсенче ҫырчӗç.
Диктанта вӗренекенсем те, аслӑ ӑру : ветерансем, пенсионерсем, вӗрентекенсем те çырчӗç. Район ертӳҫисем те: Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Данис Сатдинов, унӑн çумӗсем Айрат Залялов, Ильгам Бикчуров тата ыттисем те тутар чӗлхипе пӗлӗвӗсене тишкерсе пăхрӗç. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров акцие Хусанта, Тутарстан Республикин Министрсен Кабинетӗнче хутшăнчӗ.
Диктант ҫырма 30 минут вăхăт парăнчӗ. Диктанта тутар çыравçин Ибрагим Газинăн «Сыерчылар» произведенийӗн пӗр пайне илнӗччӗ. Мероприяти Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 75 ҫул çитнине халалласа ирттерчӗç. Текста онлайн режимӗнче ТНВ каналпа профессор Фоат Галимуллин вуларӗ.
Асӑннӑ фактсем кӑна та республикӑра, çаплах, унӑн тулашӗнче те, чӗлхене тимлӗх уйӑрнине, ӑна упраса хӑварас енӗпе ӗçе мӗн чухлӗ шайра тӗллевлӗ илсе пынине ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Пирӗн районта та акцие ытти наци ҫыннисем те хутшӑнчӗç. Денис Волков, сӑмахран, чӑваш нацийӗнчен. Вӑл Анат Чакă вăтам шкулӗнче вӗреннӗ.
– Кăмăлласах «Тутарла диктант» акцийӗнче хутшӑнатӑп. Хама тӗрӗслесе пӑхас килет. Шкулта эпир тутар чӗлхине вӗрентӗмӗр тата диктант та ҫыраттӑмӑр. Калас пулать, эпӗ лайăх паллӑсем те илеттӗм. Ытти чӗлхесене пӗлни çыннăн майӗсене анлӑлатать. Эпӗ те тутарла калаҫма пӗлетӗп, тӗрӗк чӗлхипе калаçакан халăхсен чӗлхисене те ӑнланатӑп. Эпӗ нумай нациллӗ районта пурӑннипе, тутарла, вырӑсла, анне чӗлхине пӗлнипе мăнаçланатăп, – тет Денис.
«Тутарла диктант» 2015 ҫултанпа иртет. Мероприятийӗн тӗллевӗ – тӗрӗс ҫырасси, литературăпа тутар чӗлхине пӗлесси, орфографипе грамматика йӑнӑшӗсене тишкересси, тутар чӗлхине популярлă тăвасси. Иртнӗ çул акцире 85 пинрен ытла ҫын хутшӑнчӗ. Кӑҫал хутшӑнакансен шучӗ 100 000 ҫынна çитнӗ.
Диктант пӗтӗмлетӗвӗсене интернетра diktant официаллӑ сайтра вырнаҫтарӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев