Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Предпринимательство совечӗн ларӑвӗ пулчӗ

Налогсем

Ӗç тăвакан комитетăн ларӑвӗсен залӗнче Предпринимательство совечӗн ларӑвӗ пулса иртрӗ. Мероприятие районти Ӗҫ тӑвакан комитетӑн экономика аталанӑвӗ, финанс тата ял хуҫалӑх производстви енӗпе ертӳҫи Ильмир Измайлов ертсе пынипе ирттерчӗç.

Унта, ҫавӑн пекех, Тутарстан Республикинчи 8-мӗш номерлӗ Федераллă налог службин инспекцийӗн пуçлăхӗн ҫумӗ Галина Юсупова, ТР 8-мӗш номерлӗ Федераллă налог службин управленийӗн патшалӑх налок инспекторӗ Ольга Бутусова, камераллă тӗрӗслевсен уйрăмӗн пуçлăхӗ Ольга Царапенко, «Россельхозбанк» обществăн Тутарстанри регионти филиалӗн Пӑва хулинчи хушма офисӗн управляющийӗ Резеда Хайруллина, , «Сбербанк» клиенчӗсемпе ӗҫлекен тӗп менеджерӗ Виктория Утеева, ТР Экономика министерствин Предпринимательствăна пулӑшакан фондăн районти представителӗ Данис Айнуллов, уйрӑм предпринимательсем, хресчен-фермер пуçлăхӗсем, харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсем, учрежденисемпе организацисен бухгалтерӗсем хутшăнчӗç.

Лару пуçланас умӗн Галина Юсупова пӗрлехи налог тӳлевӗ евӗр налогсемпе сборсене уйрӑм йӗркепе тӳлемелли пилот проектне хастар хутшӑннӑшӑн «И.Ф.Махмутов» хресчен-фермер хуçалăхӗн бухгалтерне Феликс Ракипова Федераллă налог службин ТР управленийӗн Тав ҫырӑвне пачӗ.

Ларуăвăн кун йӗркинчи пӗрремӗш ыйтӑвӗпе Ольга Бутусовапа Ольга Царапенко тухса калаҫрӗҫ,  пухӑннисене пӗрлехи налог тӳлевӗ тата пӗрлехи налог счечӗ (ЕНС) ҫинчен тӗплӗн ӑнлантарса пачӗҫ, бюджет ҫӗнӗ условисенче балансланасси çинчен калаçрӗç. Ҫавӑн пекех налогсене тӳлемелли, отчет памалли сроксене тӗплӗн ӑнлантарса пачӗҫ, аванс тӳлевӗсенчен  налогсем, страховани взносӗсем, шут-хисеп  шайӗ ҫинчен справка ыйтса илмелли алгоритм ыйтӑвӗсем, тӳлев обязательствисене тултармалли йӗрке тата ытти нумай ыйтусем ҫинче чарӑнса иртрӗç.

Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательство субъекчӗсене пулӑшу парас енӗпе республика мерисемпе Данис Айнуллов паллаштарчӗ.

Данис Ильгизович хӑйӗн сӑмахӗнче республикӑра «Стартап», «Содействие 2023», «Импорта улӑштарни», «Экспресс 2023» тата ытти çавăн пек программӑсем ӗҫленине палӑртрӗ, вӗсенче активлă  хутшăнма чӗнсе каларӗ. Вӑл, çаплах, предпринимательсене тӳлевсӗр пулӑшу памалли меслетсем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ. Тӗрлӗ программӑсене хутшӑнас енӗпе пулӑшма хатӗр пулнине те каларӗ.

Хӑнасем те предпринимательсен, бизнес представителӗсен йышлӑ ыйтӑвӗсене те хуравларӗҫ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев