Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - Гаилә елы
Хыпарсем

Предпринимательсене пулăшу памалли мерăсем йӗркелеççӗ

Проект-программа

Районти предпринимательсем валли ӗҫлӗ тӗлпулу йӗркелерӗç. Унта предпринимательсене пулӑшмалли актуаллă мерăсене, 2023-2024 ҫулсем валли предпринимательлӗх ӗҫ-хӗлне пурнӑҫланӑ чухне килсе тухакан ҫивӗч ыйтусене пăхса тухрӗҫ.

Пленарлă ларуччен хӑнасем районти промышленность паркӗнче, «Формпласт», «Технотрейд» обществăсенче тата «Исток» кооператив площадкисене ҫитсе курчӗç, вӗсен ӗҫӗпе паллашрӗç.

ТР пӗчӗк тата вӑтам бизнес предприятийӗсен Ассоциацийӗн пӗрремӗш вице-президенчӗ Роберт Закиров, ТР пӗчӗк тата вӑтам бизнес предприятийӗсен Ассоциацийӗн президенчӗ Рафик Шайхутдинов, ТР Инвестици-венчур фончӗ ҫумӗнчи «Унипарк» обществăн генеральнăй директорӗ Марат Шакиров пленарлă ларура бизнес аталанӑвӗнчи обществăлла институтсен ролӗ, бизнесри технологи, апат-ҫимӗҫ тата управлени инновацийӗсемпе усӑ курас, промышленность паркӗсемпе площадкӑсен территорийӗнче предприятисем тăвас тата вырнаҫтарас енӗпе ыйтусене хускатрӗç. Вӗсем районти предпринимательсене хӑйсен совечӗсене йӗркелеме, ларусем ирттерме, ыйтусене сӳтсе явма тата çак проблемăллă ыйтусене ТР пӗчӗк тата вӑтам бизнес предприятийӗсен ассоциацине яма сӗнчӗç. «Обществӑлла организацисен ролӗ питӗ пысӑк, пӗрле кӑна эпир проблемӑсемпе актуаллӑ ыйтусене татса пама пултаратпӑр», – тесе палӑртрӗҫ.

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Данис Айнуллов пӗчӗк тата вӑтам бизнес субъекчӗсене патшалӑх пулӑшӑвӗн программисем ҫинчен каласа пачӗ. Бизнес представителӗсем ТР Инвестици-венчур фончӗ,  ТР  пӗчӗк тата вӑтам бизнес предприятийӗсен ассоциацийӗ пӗчӗк тата вăтам предпринимательство субъекчӗсене пулӑшу памалли майӗсем ҫинчен те пӗлчӗҫ.

Рафик Шайхутдинов:

– Паян пирӗн делегацийӗн Ҫӗпрел районне ӗçлӗ визитпа килнин тӗллевӗ вырăнти  предпринимательсен опычӗсене вӗренессиччӗ, вӗсен ӗҫӗпе, районти промышленность паркӗн ӗҫ-хӗлӗпе паллашассиччӗ. Калаҫрӑмӑр, паянхи кунăн мӗнпур ыйтăвӗсене тишкертӗмӗр, вӗсене татса памалли ҫул-йӗрсене пӗрле шырамалли çинчен калаçрăмăр. Ку ӗҫӗн вӗҫӗ мар, ку пирӗн пӗрлехи ӗҫӗн пуҫламӑшӗ кӑна.

Ильмир Измайлов, районти  Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин экономика аталанӑвӗ, финанс тата ял хуҫалӑх производствине аталантарас енӗпе ертӳҫин ҫумӗ:

– Эпир ҫак ассоциаципе малалла та ӗҫлеме хатӗр. Чӑнах та, ку пуҫламӑшӗ ҫеҫ. Районта ҫакӑн пек тӗлпулусем малашне те йӗркеленӗҫ. Пирӗн ҫамрӑк предпринимательсем, малашне хăйсене предпринимательсем вырӑнне хуракан çамрӑк ҫынсем пур. Ассоциацийӗн  нумай ҫулхи опытне вӗреннӗ хыҫҫӑн, вӗсен пулӑшӑвӗ ҫине таянса, эпир пӗрле ӗҫлесшӗн. Ассоциаци предпринимательсене хӑйсен продукцийӗпе суту-илӳ тума, контактсене йӗркелеме пулӑшать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев