Православи календарӗ – 2023
Куçса пыракан праçниксем
Апрелӗн 16-мӗшӗ – Кăчкă праçникӗ (Вербное Воскресенье)
Апрелӗн 9-мӗшӗ – Мăнкун
Майăн 25-мӗшӗ – Мăнкун иртсен хӗрӗх кунтан Христос Елеон тăвӗ çинчен пӗлӗте хăпарни – Вознесени.
Июнӗн 4-мӗшӗ – виç-ипостаçлă Таса Турă кунӗ. Мăнкун иртсен аллăмӗш кун пулакан уяв – Троица (Çимӗк).
Куçман праçниксем
Январӗн 7-мӗшӗ – Иисус Христос çуралнă кун – Раштав.
Январӗн 19-мӗшӗ – Хăва тӗмӗнче Турă курăнни. Иисус Христос шыва кӗнӗ кун – Кăшарни.
Февралӗн 15-мӗшӗ – Кӗтсе илме кайни, хирӗç тухса кӗтсе илни – Сретени.
Апрелӗн 5-мӗшӗ – Тасаран Таса Хӗре Ырă Хыпар пӗлтерни – Пăлхавăшни.
Августăн 19-мӗшӗ – Турă çап-çутă пулса курăнни – Преображени.
Августăн 28-мӗшӗ – Турă Амăшӗ леш тӗнчене канăçланса куçса кайни Успени.
Сентябрӗн 21-мӗшӗ – Турă Амăшӗ çуралнă кун.
Сентябрӗн 27-мӗшӗ – Хӗресе çӗклесе кăтартни – Воздвижени.
Декабрӗн 4-мӗшӗ – Таса Хӗре, пулас Турă Амăшне Марийăна Чиркӗве кӗртни – Введени.
Аслă праçниксем
Январӗн 14-мӗшӗ – Турă ӳтне Моисей йăлипе кастарни – Обрезани.
Июлӗн 7-мӗшӗ – Иоанн Предтеча çуралнă кун.
Июлӗн 12-мӗшӗ – Çветтуй Петрпа Павел апостолсен кунӗ. Çырла çимелли кун – Питрав.
Сентябрӗн 11-мӗшӗ – Иоанн Предтеча пуçне каснă кун.
Октябрӗн 14-мӗшӗ – Пукрав.
Нумай кун тытмалли типӗсем
Февралӗн 27-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 15-мӗшӗччен – Аслă типӗ – Мăнкун типпи.
Июнӗн 12-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 11-мӗшӗччен – Питрав типпи
Агустăн 14-27-мӗшӗсенче – Успени типпи (Сăпас типпи).
Ноябрӗн 28-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 6-мӗшӗччен – Раштав типпи.
Пӗр кун тытмалли типӗсем
Январӗн 18-мӗшӗ – Турă шыва кӗрес умӗнхи кун.
Сентябрӗн 11-мӗшӗ – Иоанн Предтеча пуçне каснă кун.
Сентябрӗн 27-мӗшӗ – Воздвижени. Хӗресе çӗклесе кăтартнă кун.
Тата, çаплах, типӗсӗр эрнепе Çветке вăхăчӗсӗр пуçне çулталăк тăршшӗпе юнкунпа эрнекун.
Вилнисене асăнмалли кунсем
Февралӗн 18-мӗшӗ – Христоса шаннăшăн хӗсӗрленӗ вăхăтра асап курнисене асăнмалли кун. Пӗтӗм тӗнчери ваттисене асăнмалли кун.
Мартăн 11-мӗшӗ – Мăнкун типпин иккӗмӗш шăматкунӗ.
Мартăн 18-мӗшӗ – Мăнкун типпин виççӗмӗш шăматкунӗ.
Мартăн 25-мӗшӗ – Мăнкун типпин тăваттăмӗш шăматкунӗ.
Апрелӗн 25-мӗшӗ – Радоница – Ваттсен кунӗ.
Апрелӗн 25-мӗшӗ – Вăрçăра пуç хунисене асăнмалли кун.
Июнӗн 3-мӗшӗ – Троица умӗнхи (Çимӗк) ваттисене асăнмалли кун.
Октябрӗн 28-мӗшӗ – Дмитриевски ваттисене асăнмалли кун.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев