Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Право» илес енӗпе улшӑнусем

Çӗнӗлӗх

Апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа «Право» илессишӗн экзамен тытмалли правилӑсем улшӑнаҫҫӗ.

Кун ҫинчен Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрӑмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов пӗлтерет.

— Апрелӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Раҫҫейре водитель прависене илме кӑшт кӑткӑсрах пулать. Экзамен пама палӑртнӑ срок малалла тӑсӑлать, кирлӗ пулнă документсен списокӗ анлӑланать, ют ҫӗршыв «правин» хуçисене теори памалла пулать, — тет Анатолий Михайлов.

— Экзамена виҫӗ хут пама май параҫҫӗ.

Пулас водитель йӑнӑшма пултарать. Унченрен машина çӳретекене тӗрӗсленӗ чухне 5 штраф балӗ пухма май пулнӑ пулсан, халӗ — 7. Практика экзаменне те виҫӗ хут пама ирӗк параççӗ. Вӗсенчен пурте ӑнӑҫсӑр пулсан, 6-9 уйӑхран экзамена тепӗр хут кӗме юрать. Ӗлӗкрех пӗр уйӑхран тепӗр хут экзамен пама пулатчӗ.
Унчченрех водитель удостоверенийӗ илме заявлени; паспорт; автошкула вӗçлени ҫинчен справка; 003 формӑллӑ справка; медицина свидетельстви; патшалăх госпошлинине тӳлени ҫинчен квитанци килӗ пулнă. Халӗ ҫак документсен списокне СНИЛСăн тата паспортăн, енчен те ӑна урӑх патшалӑх панӑ пулсан, нотариус копине те хушса кӗртнӗ.

Ӳсӗр пуçпа руль умне ларнăшăн е тата медицина тишкерӗвӗнчен пăрăннăшăн админи-стративлӑ наказани илнӗ водительсем наказани срокӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ҫулталӑкран тин экзамен пама пултараççӗ.

Тепӗр хут водитель удостоверенийӗсӗр хӑварнӑ ҫынсене; водитель удостоверенине илнӗ хыҫҫӑн тавӑрса памалли условисене пурнӑҫламан ҫынсене; ҫар комиссариачӗсем, повестка тӗлӗшпе килменнине пула, мерӑсем йышӑннă çынсене; автомобиль управленийӗпе тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ ӗҫпе интересленме ирӗксӗр хăварнă çынсене экзмена кӗме ирӗк памӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев