Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Правилӑсене пӑхӑнмалла

Лару

Районти Ӗҫ тӑвакан комитет ҫумӗнчи административлӑ комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ пулса иртрӗ. Ӑна район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин ертсе пычӗ.

Ларӑва Шланка, Çӗнӗ Ҫӗпрел, Алешкин-Саплӑк ялӗсен территорийӗсене тирпей-илем кӗртмелли правилӑсене пӑснӑ граждансене чӗнтернӗччӗ. Çак правилăсене пăсакансен тӗлӗшпе тултарнă протоколсем тӑрӑх комисси членӗсем кашни ӗҫе тӗплӗн тишкерсе тухрӗҫ, решени йышӑнчӗҫ.

Выльăхсене кӗтӗве ямасăр, урамӗсем тӑрӑх çӳретни, йытта сăнчăрта тытманни, ҫӳп-ҫап контейнерӗсене строительство ҫӳп-ҫап юлашкийӗсене пӑрахни те правилăсене тӳрӗ килмест. Ку хутӗнче комисси ларӑвӗнче те ҫавнашкал ӗҫсене пӑхса тухрӗç.

Аса илтеретпӗр, ҫӳп-ҫап контейнерӗсене: строительствăран юлнă ăпăр-тапăра; лампӑсене (люминесцентлӑ, чӗркӗмӗллӗскерсене); аккумуляторсемпе батарейӑсене; ҫу (ӗçе кӗртнӗ мотор, трансформатор); шинӑсене, покрышкӑсене, йывӑҫ вуллисене, пралуксене; ӳсентӑран каяшӗсене (курӑкпа тислӗк) пăрахма юрамасть.

Ял тӑрӑхне тирпей-илем кӗртмелли правилӑсене пӑснӑшӑн чи пӗчӗк штрафăн сумми пӗрремӗш хут 2 пинрен пуҫласа 3,5 пин тенкӗ. Çавăн пекех правона пăснăшăн тепӗр хут лексен штраф виҫи икӗ хут пысӑкланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев