Правилӑсем улшӑнчӗç
Июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗршыва рулӗ сылтăм енче пулнă хăй пушатакан машинăсене тата строительствăшăн ятарлă техника, микроавтобуссене, манипуляторлă çăк машинисене тата пассажир автобусӗсене илсе килме чараççӗ.
Ҫак транспорт средствисем пурте М2 тата М3 категорийӗсене тивеççӗ. Ҫавӑн пекех июль уйӑхӗнчен пуçласа машина конструкцийӗсене улшӑнусем кӗртессишӗн регистрацилеме ҫӗнӗ правилӑсем те кӗртеҫҫӗ.
– Газ баллонӗ пулнă оборудовани, лебедка, фаркоп тата багажник вырнаҫтарни - машина конструкцийӗсене улăштарни пулса шутланать. Халӗ çакăншăн машинана ятарлӑ лабораторире тишкермелле пулать. Халиччен çак ирӗке ют çӗрте пурăнсан та илме пулатчӗ, хӑш-пӗр фирмӑсем сăн ӳкерчӗк енӗпе кӑна та регистрацилеме ирӗк пачӗç. Июлӗн 1-мӗшӗнчен водитель удостоверенийӗ илмелли е вăхăчӗ тухнине тӑсассишӗн медицина тишкерӗвӗн йӗрки улшӑнчӗ. Ҫакăншăн хӑш-пӗр ҫынсене хушма анализсем пама та тӳрӗ килет. Çӗнӗ правило врач-нарколог алкоголь е наркотиксемпе усă курнин паллисене тупнă çынсене пырса тивет, – тесе ăнлантарать ГИБДД уйрӑмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев