Правасăр тăрса юлнă
Ӳсӗр пуçпа транспорт хатӗрӗпе тепӗр хут çӳрени Ҫӗпрел районӗнче пурӑнакан ҫынна уголовнăй яваплӑх патне илсе ҫитернӗ.
Суд ӳсӗрле руль умне ларнă Д. В. тӗлӗшпе решени йышӑннӑ.
Суд вӑхӑтӗнче Д. В. айăпне туллин çирӗплетнӗ.
Аса илтеретпӗр, юлашки ҫулсенче çул-йӗр правилисене пăсакансемшӗн штраф виҫи чылай пысӑкланнăччӗ.
Руль умне ӳсӗр пуçпа ларакансене чи йывӑр наказани кӗтет. Вӗсене малтанхи пек 15 талӑклӑха хупса лартмаҫҫӗ, 45 пин тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ. Унсӑр пуҫне, суд йышӑнӑвӗ тӑрӑх 1,5 — 2 ҫуллӑха водитель прависене ҫухататӑн.
Руль умне ӳсӗрле тепӗр хут ларсан, наказани тата çирӗпрех пулӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев