Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пӗр ялтан килнӗ хыпарсем

Чунăрпа яланах   çамрăк пулăр

Юрий Адъютантов

«Ватӑлма тӑванӑм, ан васка», –  юрлаҫҫĕ юрӑра. Никам та ялан ĕмĕр ҫамрӑк пулса юлмĕ, пурнӑҫ саккунĕ ҫапла.

Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан Ватӑ ҫынсен кунӗ вӑл –  пурнӑҫра уйрӑм самант, чи ырӑ сӑмахсемпе шухӑшсем пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухнӑ ҫынсемпе ҫыхӑннӑ. Ҫак уяв тӗлне Çӗнӗ Упири П.Дементьев музейӗнче «Эпир те ҫамрӑк пулнӑ...» ятпа уяв каҫĕ иртрĕ.

Çӳҫĕсене кĕмĕл тĕс ҫапнӑ ватӑсем колхозра мӗнле ӗҫленине, пĕрле ĕҫленĕ вӑхӑтсене, ӑмӑртса фермӑра ĕне сунисене, чĕкĕнтĕр анисене ҫумран тасатнисене, тусĕсене аса илчĕҫ, пушӑ вӑхӑтри кӑсӑкланӑвĕ – мӑнукӗсене пӑхса ӳстересси ҫинчен каласа пачӗҫ.

Ҫак кун ирттерекен уяв мероприятийӗсем ветерансене чунĕпе канма, пĕр-пĕринпе хутшӑнса калаҫма, пӗчченлӗхе ҫӗнтерме май параҫҫӗ.

Аслӑ ӑрӑва уяв ячӗпе саламласа, сывлӑх, савăк кӑмӑл-туйӑм тата тӑван-хурӑнташсемпе ҫывӑх ҫынсен юратӑвӗ сунтăмăр. Ватӑ пулсан та, чунăрпа яланах ҫамрӑк пулса юлăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев