Пӗр пуслăх тупăша пула пин тенкӗ ан çухат!
Укҫа суйласа илмелле-и е эмел? Ҫак кунсенче социаллӑ пакет хуçисенчен хӑш-пӗрисем ҫакӑн пирки пуҫ ватаҫҫӗ
Кашни ҫыннӑн хӑйӗн шухӑшӗ тенӗ пек, ҫын кашни утӑмах шухӑшласа утсан та, анчах та хӑш-пӗр чухне проблемăсене татса панă çӗрте йӑнӑшма та пултарать. Темиҫе ҫул каялла ҫавӑн пек ҫӑмӑллӑхсене тивӗçекен пӗр ватӑ пӗлӗшӗм тӳлевсӗр эмел вырăнне хăйӗншӗн укҫа илнине меллӗн тесе шутланӑ. Нумаях пулмасть кӑна эпӗ ăна Пенси фончӗн районти уйрӑмӗнче тӗл пултӑм. Укҫа вырӑнне вӑл халӗ эмел илме заявлени ҫырма шут тытнӑ иккен...
Инкек ура айӗнче, тет халӑх. Эсӗ хӑҫан тата ӑҫта мӗнле лару-тăрура юлассине пирӗнтен никам та пӗлмест. Ҫак палланӑ ҫынна та малтан хӑйӗн вӑраха кайнă чирӗ систермен. Анчах та унӑн асапӗ ҫулсерен тӑтӑшах ӳссе пынӑ. Эмел илессине хирӗçленӗ çултах ăна медицина учрежденийӗсене нумай çӳреме тӳрӗ килет. Паллах ӗнтӗ, сипленмелли тӑкаксем те, эмелсем те самаях пысӑк суммӑсемпе хисепленнӗ. Ҫапла вара, патшалӑхӑн социаллӑ гарантийӗ, эмелсем чир-чӗр ҫивӗчленнӗ чухне кирлӗ пулнине тата вӗсене хăйӗн укçипе туяннă чухне ылтӑн хакне çаврăннине хăйӗн тӗслӗхӗнче шаннă пӗлӗшӗм. «Кирлӗ эмелсем питӗ хаклӑ, пенсионер укҫипе нимӗн те туянаймӑн», – тесе пăшăрханса калаçрӗ вăл.
Çавна май Тутарстан Республикинчи сывлӑх сыхлавӗн министрӗн çумӗ Фарида Яркаева пӗр канашлура каланă сăмахӗсене асăнса иртес килет: «Республика халăхӗн ӗмӗр вăрăмăшӗ ӳссе пырать. Анчах ҫакăнпа кăна чирсем каялла чакмаҫҫӗ. 60 ҫултан иртнӗ ҫынсенче сахалтан та икӗ-виҫӗ вăраха кайнă чир шутланать. Çынсен çулӗсем иртнӗҫемӗн эмелсем илесси ҫивӗчленсе кăна пырать», – тенӗччӗ. Çакна статистика кăна мар, хамăр та çирӗплетме пултаратпăр. Ҫамрӑк чухне çакăн пирки шутламан та, пуҫ, пилӗк ыратасси, шăм-шак сурни ватăласпа кунсерен пулсах тăраççӗ иккен. Ирӗксӗрех вара эмел ҫине куçатăн – çавна май мӗн чухлӗ укçа каять. Енчен те чир вăраха кайсан?! Юрать-ха, патшалӑх ун чухне те тӑрӑшать, медицина препарачӗсен хакӗсем сехечӗ-сехечӗпе ӳснине шута илсе льготăсем парать.
Пирӗн Ҫӗпрел районӗнче льготăсене тивӗçнӗ 2706 ҫын пурăнать, анчах вӗсенчен 1796шӗ эмелсем илме килӗшмен. Мӗн шутланă вӗсем çакна, хаклама шутламастпăр. Ман пӗлӗшӗмӗн халӗнче ан юлччӗр, тесе аса илтересшӗн кăна.
«Эпӗ ҫулталӑк тăршшӗпе тенӗ пек Хусан врачӗсене укҫа тӳлерӗм, – тет Çӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнчи пурăнакан Джавдат Мударисов. - Юрать-ха, тепӗр ҫул, пуҫа ӗçлеттерсе эмелсем илетӗп, тесе заявлени ҫыртӑм. Пӗрремӗш ҫул эмелшӗн кайнă 200 пине яхӑн тенкӗ тăкака тепӗр çул патшалăх тӳленӗ пек пулса тухать ӗнтӗ. Халӗ вара, Хусана кайни çук, сывалтӑм. Пурне те сывлӑх сунатӑп, – тет вӑл. – Укҫалла компенсаци илме шутланă чухне те ҫакна шута илмелле – енчен сирӗн сывлăхăр начарлансан, чиртен вăрах сипленме тӳрӗ килет, эмел вырӑнне илнӗ пин ҫурӑ укçа кăна ҫитмӗ».
– Паллах, эпӗ тӳлевсӗр эмел илессинчен пăрăнма юрамасть тесе каласшăн, – тет районти тӗп больницăн тӗп врачӑн çумӗ Гузалия Маликова. – Мӗн вăл социаллӑ пакет? Унӑн пӗтӗмӗшле сумми çулталăка 1155 тенкӗ те 6 пуса тӳрӗ килет. Унта рецептпа уйăхра 889 тенкӗ те 66 пуслăх тӳлевсӗр эмелсем илесси кӗрет. Санаторисенче сипленме – 137 тенкӗ те 63 пус, чугун ҫул транспорчӗпе çӳреме 127 тенкӗ те 77 пус парăнать.
Йывăр чирсене сиплеме тăкаксем (онкологи чирӗсем, сахӑр чирӗ, бронх астми, ревматоид, полиартрит тата ытти те) теçеткипе тата ҫӗр пин тенкӗпе шутланаççӗ. Социаллӑ пакет врач рецепчӗпе тӳлевсӗр эмелсем илессине кăна мар, тӳлевсӗр сипленессине тата хаклӑ операцисене тӳлевсӗр ирттерессине те тивӗҫтерет, – тет тӗп врач çумӗ.
Социаллӑ пакета е укçана суйласа илесси пирки йышӑну 2021 ҫулхи сентябрӗн 30-мӗшӗччен вăйра пулать. Ҫулталӑк хушшинче ӑна улӑштарма самаях йывӑр, пачах та май ҫук. Ҫавӑнпа заявленисене ҫырнӑ чухне пурне те шута илӗр, – тесе, район çыннисене канаш парать РФ Пенси фончӗн районти уйрӑмӗн клиент службин ертӳҫи Венера Садиева та.
Справка
Социаллӑ пулӑшу паракан пакета илмелли правӑна 2020 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗччен Пенси фондне заявлени çырса çӗнетме май пур. Заявление нумай функциллӗ центрта, пенси фончӗн районти клиент службинче, е патшалӑх порталӗ урлӑ та çырма пулать. 2019 ҫулта тӳлевсӗр эмел илнисен заявлени памалла мар.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев