Реклама
Хыпарсем
Пӗр кунра тӗрлӗ уяв
Упи ҫӗрӗ ҫинче уяв: Ял кунӗ, Хăят Пăтти, Ҫамрӑксен кунӗ тата шкултан вӗренсе тухнисен тӗлпулӑвӗ иртрӗ Йăла-йӗркесем, уявсем.
Июнӗн 24-мӗшӗнче Упи ял тăрăхӗнче тӗрлӗ уяв мероприятийӗсем иртрӗç. «Акатуй» лаптăкӗнче кăмăллă вӑйăсем, суту-илӳ палаткисем тата ытти те пулчӗç.
«Ял кунӗ» уяв вара кăнтăрла иртсен, 13 сехетре, ял тăрăхӗн ялавне ҫӗкленӗ май пуҫланса кайрӗ. Уява уҫма тата ялава ҫӗклеме вӑрӑм ӗмӗрлӗ Нина Семеновна Терентьевана чӗнчӗҫ. Вӑл «Хăят пăтти» йăли-йӗрки ҫинчен каласа пачӗ. Мăчавар Владимир Ярухин Ҫӳлти Турра тав туса, авалхи «Хăят пăтти» чӑваш йӑли-йӗркине ирттерчӗ. Унтан уява пуçтарăннисене «Хуплу» чăваш наци кукӑлӗпе тата 77 кӗрпе хушса, виçӗ хуранта пӗҫернӗ йăла пӑттипе хӑналарӗҫ.
Июнӗн 24-мӗшӗ — Çамрӑксен кунӗ. Ҫак куна ҫамрӑксене халалланӑччӗ, ҫӗршывӑн пуласлӑхӗ вӗсенчен килет-çке. Хӑйсен иксӗлми хастарлӑхӗпе, хăйсене ӗҫ-хӗлне тӗрлӗ сферăра пурнӑҫлама ăнтăлса, хăйсен кӗҫӗн Тӑван ҫӗршывне юратнипе çамрăксем пирӗн регион аталанӑвне йӗркелеççӗ.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Ярухин саламлӑ сăмахпа тухса калаçса, пурне те сывлӑх, телей, мирлӗ тӳпе сунса, Упи ял тăрăхӗ кунран кун чечеклентӗрччӗ, пирӗн тӑван чӗлхепе йӑла-йӗркесем, традицисем упранччӑр, терӗ. Ялти активлӑ ҫынсене грамотăсемпе Тав ҫырӑвӗсем пачӗç. Владимир Егорович вара, ятарлă çар операцийӗнче хутшăнакан хамăрăн ентешсене-çар çыннисене пулӑшакан ял çыннисене те асӑрхамасӑр хӑвармарӗ.
Уявра Ҫӗпрел муниципаллă район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин хисеплӗ хӑна пулчӗ, вӑл, ҫак çăмăл мар вӑхӑтра, пурне те ырă сунăмсем сунчӗ.
Уяв Çӗнӗ Упи тата Упи шкулӗсенчен вӗренсе тухнӑ пӗр класра вӗренекенсен тата пионерсен парачӗпе малалла тăсăлчӗ. Уяв пынă хушшăра ял ҫыннисене чысларӗҫ, чӑвашсен наци вӑййисене ирттерчӗҫ.
Мӗн чухлӗ пултаруллӑ ҫын пирӗн ялта! Концерт программи туслӑ лару-тӑрура иртрӗ. Мария Краснова ертсе пынипе «Илем» фольклор коллективӗ тӗрлӗ юрӑсемпе савӑнтарчӗ. Хӑйсен юрри-ташшисемпе Ольга Дергунова, Людмила Сердцева, Мария Краснова, Марина Самандеева, Надежда Кочурова, Ольга Сердцева, Зинаида Саландаева, Геннадий Лелюков ял халăхне илӗртсе тăчӗç. «Ҫамрӑк пултарулӑхсем» ачасен ушкăнӗ те уявра ял çыннисене хӑйсен ташшисемпе, юррисемпе хавхалантарчӗ. Концерт дискотекӑпа ылмашрӗ. Ял ҫыннисене савӑнтарнăшăн уява йӗркелекенсемпе хутшăнакансене пурне те тав тăватпăр.
Владимир Ярухин
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев