Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Полиссен срокне тăсаççӗ

ОМС полисне регистрациленине çирӗплетекен вӑхӑтлăха панă свидетельствăсен вăйра пулнин срокне тӑсаҫҫӗ.

ТР территориальлӗ обязательнăй страховани фончӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ОМС полисне регистрациленине ҫирӗплетекен вӑхӑтлӑх свидетельствӑсем, унта кăтартнă срокпа, 2020 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен вăйра пулӗç.

Коронавирус инфекцийӗ анлӑ сарӑлнине пула, ТФОМС обязательнăй медицина страхованийӗн полисӗсене илес енӗпе заявлени çырассине чарнă. Граждансен аллинче полисӗ пулман чухне унăн обязательнăй медицина страхованийӗн фактне ТФОМСăн тӳрӗ килекен сервисӗн пулăшăвӗпе  медицина организацийӗн ӗҫченӗ тишкерет.

Тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ пама хирӗçлесен, çак номерсемпе «Хӗрӳ линие» шӑнкӑравламалла: 8-800-500-03-03 номерпе «АК БАРС-Мед» страховой компанине, 8-800-100-07-17 номерпе «Спасение» обществăна, 8-800-200-200-10-65 номерпе «Чулпан-Мед» обществăна, 8-800-200-51-51 номерпа ОМС системинчи пӗрлехи контакт центрне.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев