«Поле чудес» кăларăмра Çӗпрелӗн каччи
Пӗрремӗш каналăн «Поле чудес» («Тӗлӗнтермӗш уйӗ») кăларăмӗнче ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул çитнине халалланă передача пулчӗ. Унта Дмитрий Глухов та хутшăнчӗ
Передачăна пăхса, хамăр ентешӗмӗрсемшӗн, Тутарстаншăн тата тепӗр хут мăнаçлантăмăр. Мӗнле мăнаçланмăн, вăййа уçнă тата хупнă чухне Çӗпрел каччи Дмитрий Глухов та хутшăнчӗ. Вăл унта сцена çинче «Сорнай» фольклорпа этнографи ансамблӗпе пӗрле тухрӗ.
Темиçе çул каялла районти сцена çинче хăйӗн энергийӗпе, тутарла, вырăсла, чăвашла юррисемпе чапа тухнă Кивӗ Шемӗршел каччи Дмитрий Глухова нумайăшӗ лайăх паллать, уйрăмах çамрăксем. Мӗн ачаранах искусствӑна, культурӑна юратни паян ӑна ҫакӑн пек пысӑк сцена ҫине илсе тухнă. Çакăн ҫинчен эпир унран хӑйӗнчен ыйтса пӗлтӗмӗр.

– «Сорнай» ансамбле эпӗ ӑнсӑртран килсе лекрӗм. Ҫакă институтра (Хусанти патшалăх культура институчӗ) вӗреннӗ 2-мӗш курсра пулчӗ. Вокал енӗпе вӗрентекенӗм ансамбле итлевсем иртсен лекме пултарни çинчен каларӗ. Нацийӗм енӗпе чăваш иккеннине пӗлсен, паллах, тӗлӗнмеллисем нумай пулчӗç. Анчах таса тутар чӗлхипе юрăсем пурнăçланине итленӗ хыççăн, манӑн творчество ҫулӗ ҫав ансамбльпе ҫыхӑнса кайрӗ. Акă ӗнтӗ çичӗ ҫултанпа сценăсем çине тухатпăр, тӗрлӗ ҫӗршывсене çӳретпӗр. Халӗ те пулсан, ятӑма каласан, тӗне кӗнӗ тутар тесе шутлакансем нумай, – тет Дмитрий.
«Чӗлхе пӗлни – пуянлӑх вӗт вăл», – тет ентешӗмӗр. Пӗтӗмӗшле илсен, вӗсем темиҫе чӗлхепе калаҫакан ҫемье. Дмитрийӗн аслашшӗ нацийӗ енӗпе вырăс çынни. Чӑваш нацийӗнчен пулнă хӗре качча илсе, çемье çавăрать. Кивӗ Шемӗршел ялӗнче вӗсем тӗпленсе, тутар кӳршисемпе туслӑ пурӑнаҫҫӗ, кăмăлласах тутарла калаçаççӗ. Дмитрий вара, кунсӑр пуҫне тата акӑлчанла та калаҫать.
Ансамбльте ӑна юратса, пирӗн «Салават» теççӗ. Яланах хавас сăн-питлӗ, куракансене çӗкленӳллӗ кăмăл парнелекен Дмитрий хăйӗнче çакăн пек пахалăхсем пулнишӗн ашшӗ-амӑшӗпе кукамӑшне тав тӑвать. Ашшӗ Олег Алексеевич тата амӑшӗ Светлана Дмитриевна, çавӑн пекех, кукамăшӗ Людмила Алексеевна ялти художество коллективӗпе пӗрле çӳреççӗ, юрлаççӗ, ташлаççӗ. Ӗлӗкхи ҫулсенче ашшӗпе амӑшӗ «лампада» ташлакан чи илемлӗ мӑшӑр пулнӑ. Пӗртăван акăшӗ Екатерина та ташлама питӗ юратать.
–Аттепе анне те, шкулта та вӗрентекенсем пурте творчествăна туртăннине ырларӗç, пултарулăха аталантарма пулӑшрӗҫ. Пӗчӗкренех конкурссенче хутшӑнтăм. Эстрада артисчӗсемпе пӗрле тутар халӑхӗн легендарлӑ юрӑҫисен юррисене юратса итлерӗм. Институтри наставникăма, «Сорнай» ансамбль ертӳҫине, Тутарстанăн тава тивӗçлӗ культура ӗçченне Ринат Гилязова тав тăватăп. Домбра, курай, шăпăр (волынка), купăс пек наци вăйă инструменчӗсемпе те выляма вăл вӗрентрӗ. Тӗрӗссипе каласан, ҫакăн пек пурӑннӑшӑн эпӗ питӗ телейлӗ. Паянхи кун та ахаль тăмастăп, шав малалла талпăнатăп, хама театр çул-йӗрӗнче те сӑнатӑп. Хусанти «Анна Каренина» театрӗнче актер пулса вăй хуратăп.
Ентешӗмӗр «Тӗлӗнтермӗш уйӗ» кăларăмри сцена çине тухнипе уйрӑмах мăнаçланнине те пӗлтерчӗ. «Эпир нумай нациллӗ Тутарстанра пурӑнатпӑр. Культура пуянлӑхне, искусствӑна упрасси – пирӗн тивӗçӗмӗр», – тет вӑл.
Дмитрие малашне те творчествăра, пурнăç çулӗпе утма ăнăçусем сунатпӑр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев