Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Поэзи кӗтесӗ

Стихи


Юратнӑ ялӑм

Эп çак ялта ӳсмен пулин те,
Мана пит çывăх пур çынсем.
Ӳссе пыран ачи- пăчи те,
Пулаç маттур яш-хĕрĕсем.

Çемье йăви тĕреклĕ пултăр,
Ун чух çеç сӳнмĕ тăван ял!
Ачи-пăчи нумай çуралтăр,
Нихçан эс пулмăн чухăн ял.

Çунатланса вĕçсе хăпар эс!
Çĕр çийĕн хумхантăр çунатту!
Чӗре таппи, эс манӑн пурнӑҫ!
Санран шав юхтăр юрату!

Хăватланса кăтарт-ха ялăм,
Юрру-ташшу çĕклентĕр çĕр çинче.
Саплăк çинчен савса калаçрăм,
Атя юрлар-и, туслăх кӳллинче!

Наталия-Хӗвел, Алешкин-Саплăк ялӗ.


Юрату пулнӑран ҫӗр ҫинче

Юрату пулнӑран ҫӗр ҫинче
Килӗшсе пӗрлешет ик чӗре.
Юрату пулнӑран ҫӗр ҫинче
Кайӑксем те ҫавраҫҫӗ ҫемье.

Юратар-ха, туссем, юратар,
Юратса пӗр-пӗрне ыр сунар.
Юратар-ха ҫемье савӑнмалӑх!
Юратар-ха тӗнче ӑмсанмалӑх!

Юратусӑр пулмасть ҫут тӗнче!
Юратусӑр вилет чун-чӗре!
Юратар-ха, туссем, юратар,
Юратма пӗлнӗрен савӑнар.

Людмила Семенова-Ульянова.


Кăмăллă тӗлпулу

Кунӗ пулчӗ лăпкă та ăшă,
Сар хӗвел сапалать çутине.
Тӗл пултăмăр виçӗ хӗр-тантăш,
Нумайранпа курман пӗр-пӗрне.

Тӗл пултăмăр виçӗ хӗр-тантăш
Çак Аслă Çимӗк кунхине.
Тен, пире çӳлтен Туррăмăр курчӗ,
Пӗр касă пачӗ çумăрне.

Çимӗк вăййине вылямашкăн
Тухрăмăр аслă çереме.
Калаçрăмăр, култăмăр, савăнтăмăр
Ырă кун сунса пӗр-пӗрне.

Атьсем юнашар пăхса тăчӗç,
Пирӗн савнăçа пайласа.
Куççӳлӗсем витӗр сăнарӗç,
Пит йывăр пулать уйрăлма.

Йывăр пулчӗ çав уйрăлмашкăн,
Пӗрле çитӗннӗ хӗрсене.
Ах, мӗншӗн кассăра сутмаççӗ
Çамрăклăх патне билетне.

Тӗл пултăмăр виçӗ хӗр тантăш:
Икӗ Нина, пӗр Зина.
Пӗр-пӗрне эпир питӗ юратнă,
Никам та пӗлмест халь çавна.

Зинаида Муллина, Вăрманай Шăхаль ялӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев