Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Поэзи кӗтесӗ

Кам эсĕ, Уйăх?

 

 

Çутă Уйăх, эсĕ салху та пĕччен,

Тен, эс кама-тăр пулӗ кĕтен?

Эсĕ куçатăн яланах пĕччен,

Ярса тытнă уçлăха ӳкесрен.

 

Тен, пытанмалла вылятăн Хĕвелпе,

Тен, кураймастăр эсир пĕр-пĕрне.

Кантăрла Хĕвелтен пытанатăн кĕрсе,

Тухатăн Хĕвел çухалсан тӳпене.

 

Сан çине улаççĕ вăрманта кашкăрсем,

Сан çутупа юрлаççĕ шăпчăксем.

Тен, эсĕ, пĕччен тăлăх ача?

Кам эсĕ, чĕн Уйăх, шăп ан тăр!

 

Тен, эсĕ çухатрăн хăвăн савнине,

Тен, эсĕ шыратăн юлташ пĕрле çӳреме,

Тен, каясшăн пăхан тĕнче уçлăхне.

Кам эсĕ, Уйăх? Пĕлтер ху камне.

 

Сан çине пăхсассăн уяр каçхине,

Куратăп икĕ витрепе илемлĕ хĕре.

Шутлатăп, çухатман-ши вăл савнине?

Каçсерен тухмасть-ши шырама савнине?

 

Тен, эсĕ кулан çĕр çине пăхса,

Тен, çутататăн хĕрӗн утас сукмакне.

Тен, вылятăн çĕрпе-кӳршĕпе именсе,

Кам эсе, Уйăх? Систер ху камне.

 

Хăш каçхине курма çук сан питне,

Питĕ çӳхелсе юлнă куççуль тăкнипе.

Камшăн тăкан куççуль уйăхра пĕрре?

Кала-ха мана, Уйăх, чăн тĕрĕссипе.

 

Тен эсĕ, Уйăх, юратан çĕр чăмăрне?

Тен, эсĕ саватăн çĕр çинчи çынсене?

Тен, пĕлесшĕн çынсем кăмăлне?

Кам эсĕ, Уйăх? Уçса пар ху камне.

 

Петр Мулеев, Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ.

 

 

 

Шкул хыççăн

 

Лариса Петрова

Пире юратнă шкул расна çулпа салатрĕ,

Ăш çилпеле тирек вĕçтернĕн мамăкне.

Эпир чечек пулин, шăпа-хĕвел йăпатрĕ.

Эп хам та, мамăк пек, тухатăп çул çине.

 

Пачах та ют çĕрте иртет халь манăн кунăм,

Шкулти хаваслăх та асилӳре анчах.

Ăçта-ши тантăшсем?!! Йĕрет, йĕрет ман чунăм.

Чечек те пĕччен чух хаваслă мар пачах.

 

Эрне вĕçленсенех вокзал енне васкарăм.

Çапла,тен,кайăксем вĕçеç тăван çĕре.

Тĕтре ăшне çакланнăн çутă асăрхарăм,

Çав çутă, тусăм, – эс. Хĕвел çунать питре.

 

Эп мамăк пулинех таçта вĕçсе çӳрерĕм,

Тĕл пултăм çав-çавах шур мамăк-тусăма.

Шкулта чухне кăна çакна туйма пĕлмерĕм:

Класри кашни ача пит хаклă чунăма...

 

 

 

Тĕлĕкре эп – ирĕк...

 

Анатолий Юман

Тĕлĕкре эп – ирĕк, тĕлĕкре – хуçа:

Темĕн те кĕрет-çке манăн ват пуçа.

 

Эп – каллех çунатлă, çичĕ тӳпере

Вĕçсе куртăм мар-и тепĕр хут, эре.

 

Кĕç çĕре ансассăн куртăм сан сăнна,

Хӳхĕм питлĕ-куçлă, ватăлман çынна.

 

Шел, çаплах пулмарĕ каласа сăмах,

Вăрансассăн выртрăм кулянса вăрах.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев