Поэзи
Поэзи
Çăхан
(Юптару)
Çăхан иленнӗ кайăк-кӗшӗк картине,
Сăмах илет вăл ирхине:
«Кунта асли эп – манăн пур чӗрне,
Сăмса та авăк, çивӗч, сăхăп кашнине.
Эп паттăр, эпӗ пултаруллă!
Эп такампа та çыхăнуллă.
Халь çавăнпа – пуçлатпăр паянтан! –
Мана кӳретӗр кашниех пайта.
Ман тутлине çиес килет,
Укçа та кирлӗ пит нумай мана,
Каясшăн эп кăнтăралла канма.
Мана пурте итлемелле!
Тӗк-мамăксăр юласшăн-и, элле?
Кам килӗшет – канмашкăн ярăп Турцие, –
Çăханăн сăхӗ куçӗсем пăхаççӗ пит чеен.
– Кутăнлашса тăрсан
Пулмастăр ман тăван.
Мӗн шарламастăн, Тăмана?
Е ăнланмарăн-и мана?
Пуç çапăр ман умра,
Эсир пурте халь парăмра».
Çапла Çăхан пӗтерчӗ хăратса,
Суйса-улталаса
Ку кайăк-кӗшӗк картине.
Лешсем ӗненчӗç, ахăртнех.
Çăхан вӗçсе пырать те Кăвакал патне
Йăтса каять тăват çăмартине.
Леш лапчăнса кăна ларать,
Мӗн тутăр ӗнтӗ вăл, ара?
Кайсассăн леш вăл йӳççӗн макăрать.
Ун çуккă чӗрнисем,
Сăмси те лаптăк, ури те кӗске.
Ак çитрӗ. Хур патне çăхан:
«Эс мӗн туса ларан,
Пӗлместӗн-им камне мана,
Е ӗçтересшӗн-и юнна?
Кăлар та пар пăт мамăк –
Е пурнăçу пулать чӗр тамăк».
Черет ак çитрӗ Автана:
«Сан çук пулсассăн çăмарта –
Укçу ăçта?
Халех хур кăларса пин тенкӗ.
Е ăнланмастăн-и эсӗ анкă-минкӗ?»
Курать çăхан – сар Чăх пусма ларать:
«Пар вунă çăмарта – ним ан павра».
Çапла çӳрет вăл хăратса, каппайланса.
Тарса хăтăлаймарӗ ват Ăсан.
«Тӗкне-пуçна тататăп ак,
Парсан паратăн çичӗ çăмарта!» –
Ăна та хăратать.
Пурте хăраççӗ Çăханран
Хăйне «кăра» кăтартнăран.
(Хăравçă вăл, тӗрӗссипе,
Калас пулсан тивӗçлипе).
Йӗртсе те макăртса ыттисене вăл курчӗ ӗреххет,
Анчах та... Ăмăрткайăк тӳпере вӗçсе иртет.
Леш çухăрать ӗмӗлкине унне кăшт курсанах:
«Хăтарăр-ха, туссем, мана! Хурах! Хурах!»
Унран хăранипе тарса ӳкет,
Лекет вăл – ăнсăртран-и! – пӗчӗк, тӗттӗм читлӗхе.
Çапла куштан Çăхан çӳрерӗ – иртӗхрӗ вăрах,
Анчах вӗренӗн вӗçӗ те пурах.
Куштанлăхӗ те, вӗçкӗнлӗхӗ çӗтрӗ,
Рехетлӗ пурнăçӗ ун пӗтрӗ.
Николай Ларионов,
15.04.2025
Ан сӑна эс куҫран
Ан сӑна эс куҫран,
Эпӗ япӑх куратӑп.
Пуҫӑма ҫеҫ йӑтса
Вӑтанап палӑртма.
Ан шутла: «Эс суян»,
Эп сана юрататӑп.
Ҫук хӑюлӑх анчах
Ҫав чире йышӑнма.
Манӑн чунӑм таса,
Эс ҫакна асӑрхасчӗ.
Эпӗ саншӑн вилме
Хатӗр ак ҫакӑнтах.
Сусӑр ҫын та савать,
Эс ҫавна ҫеҫ курасчӗ.
Ун чӗри те чул мар
Хытӑ, сивӗ пулма.
Пахчара
Ыйхи тутлӑ. Хуп туртать.
Чӗтвӗрте пушатнӑ
Ӳсӗр Кенук ҫывӑрать,
Аттине ҫухатнӑ.
Аллисем ҫӗрми акса
Тӑпрапа хуралнӑ.
Вӑл выртать ҫӑвар карса,
Хӑй ӑҫтине маннӑ.
Ӗҫ пӗтсен ма ӗҫес мар?
Анкарти акӑннӑ.
Кӗр ҫитсессӗн тухӑҫа
Кӑларса савӑнӗ.
Ҫурхи ҫумӑр,ӑшӑ ҫумӑр
Ир-ирех тулта, илтетӗп,
Аслати кӗмсӗртетет.
Ерипен пуҫа ҫӗклетӗп.
Кантӑкра тӗттӗмленет.
Пӗлӗтсем хура, явӑнчӑк,
Сырса илнӗ тӳпене.
Ҫил ачи чупать, ашкӑнчӑк,
Силлесе йывӑҫсене.
Ҫулҫӑсем кашлаҫ хӑрушшӑн,
Чӗтресе хӑранипе.
Кӗмсӗртетрӗ тепӗр ушкӑн,
Ялтӑр ҫиҫнӗ ҫиҫӗмпе.
Шап та шап ӳке пуҫларӗҫ,
Пысӑк тумламсем ҫӗре.
Хӗҫтимӗр тӑрра кӑшларӗҫ,
Ярӑнчӗҫ валаксене.
Витрене тулса та ларнӑ,
Тӑкӑнать шыв картише.
Тап-таса ҫуса кӑларнӑ,
Тасамарлӑха леҫет.
Ҫурхи ҫумӑр, ӑшӑ ҫумӑр
Чӗрслетсе ҫӑвать. Аван.
Тырпулӗ тухӑҫлӑ пултӑр,
Хресчен савӑнтӑр кайран.
Николай Андреев, Ҫӗнӗ Йӗлмел.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев