Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Поэзи

Стихи

Кĕркуннен юлашки кунĕсем

Йывăçсене сăнаса
Каятăп тарăн шухăша.
Çилсĕр лăпкă вăхăтра
Тăратăп вĕçĕмсĕр пăхса.

Юлашки кĕр кунĕсенче
Ăшă килет хĕрхенсе,
Çулла ӳснĕ çулçăсене
Çитрĕ вăхăт ӳкме.

Шел мар-и, йывăç, сана
Тĕслĕ тумна пăрахма?
Ылтăн сарă, хĕрлĕ çулçа
Çĕр çине сапалама.

Йывăç, ху ĕмĕрӳнте,
Нумай эсĕ курнă:
Шăрăхне е сиввине,
Пурнăçна пурпĕр тăснă.
Кашни çул хĕллене,
Эсĕ, ылтăн кĕркунне,
Пĕлтерен çывхарнине
Ху тумна хывнипе.

Çулталăк хушшинче
Эс палăран илемĕпе.
Ӳнерçĕсем хут çине
Сăрлаççĕ тĕрлĕ тĕспе.

Пĕтрĕç хĕвеллĕ кунсем,
Тытăнчĕç çума çумăрсем,
Юлмарĕç турат çинче çулçăсем,
Кичеммĕн лараççĕ йывăçсем.

Çапла, сарă кĕркунне,
Ирттертĕн эсĕ ĕмĕрне.
Путрăн тутлă ыйха
Хĕллене вырăн парса.

Тăлăх хĕр

Тӳпери «мамăк» пĕлĕтсем,
Ялан пăхатăр çӳлтен.
Нумай илемлĕ хĕрсем,
Калăр, хăшĕ пĕччен?

Тухмасть урама каçхине,
Курмасть юрату çутине.
Шухăшпа пит инçетре,
Хуйхă карнă куçне.

Тăлăха юлнă пĕчĕкле,
Астумасть ашшĕпе амăшне.
Шăпа çырман вĕсене
Пăхса ӳстерме хĕрне.

Пулмарĕ пĕчĕк чухне
Йăпшăнма амăш çумне.
Туймарĕ йăтнине çӳлелле
Ашшĕ çирĕп аллипе.

Юрать, çĕр çинче
Йышăнчĕ урăх çемье.
Памарĕ пурнăçра çĕтме,
Ылмаштарчĕ ашшĕпе амăшне.

Çитĕннĕ хĕр, эс ан ӳпкеле
Шăпу çапла пулнипе.
Пăх пĕлĕтсем çине,
Вĕсем санпа пĕрле.

Шухăшпа улăх тӳпене,
Ытакла шурă пĕлĕте,
Лар «мамăк» çине,
Кур тĕнче илемне.

Шан, эс курăн пĕрре
Çак çĕр чăмăрĕ çинче, 
Сана юратакан каччăна,
Утăн пурнăçра пĕрле. 

Вăхăт тăвĕ хăйĕн ĕçне,
Манăн кăштах хуйхине. 
Хĕвел пăхĕ куçусенче,
Туй ху пĕччен маррине.

Эсĕ хăв çуратнă хĕрне
Парăн ху курманнине:
Амăшӗн чĕрери ăшшине,
Хăвна вăхăтра çитменнине. 

Петр Мулеев, 
Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев