Кăмпара
Паян ирех тăрса
Пăхрăм тула тухса.
Шутларăм кăмпана кайма,
Çанталăк лăпкă вăхăтра.
Утрăм эпĕ вăрмана,
Алăра çыхнă карçинкка,
Кĕсьере кăмпа касма
Илнĕ çивчĕ япала.
Йывăç усăннă туратпа,
Çулçисем сарăхнă çурмалла.
Хĕвел тухнă вăхăтра
Витнĕ тейĕн ылтăнпа.
Кĕрсен вăрман ăшне
Хăшĕсем тăкнă çулçисене.
Курап витĕннĕ çĕре,
Кăпăш çулçă, çемçе.
Сывлап уçă кăкăрпа,
Сывлăш чиста, таса.
Пăхкалап унта-кунта,
Курмарăм-ха кăмпа.
Утап хуллен утăмпа,
Тинкереп йĕри-тавра.
Ак, куртăм, кăмпа!
Пĕшкĕнтĕм касма.
Çумĕнче тепĕр кăмпа,
Вăл витĕннĕ çулçăпа.
Хуллен сиреп алăпа.
Карçинккана хурап кăмăлпа.
Куç пырать хăнăхса,
Тытăнап кăмпасем тупма.
Калăн выляççĕ манпа:
– Кур мана, шыра.
Пăхрăм йывăç хыçне,
Курап, хĕрлĕ тумĕпе,
Чĕнет хăй патне
Шăна кăмпи илĕртсе.
Епле илемлĕ кăмпа,
Юрамасть сана татма,
Сиен паран хырăма,
Çиме юрамасть сана.
Пуçтартăм тĕрлĕ кăмпа,
Тултартăм карçинккана.
Мĕнле аван вăрманта
«Шăп ухутара» пулма.
Куртăм хăмăр пакшана,
Ахăр, пуçтарать кăмпа.
Турат çинчен сиксе
Çухалчĕ куç умĕнче.
Çулпа утап хĕпĕртесе,
Аван вăрманта кĕркунне.
Савăнтараççĕ йывăçсем илемпе,
Хитре тăхăннă тумĕсемпе.
Йывăçа таккать улатакка,
Сасă илтĕнет аякра.
Кайман пулсан вăрмана
Курмастăм çак ырлăха.
Вăрмантан тухап ерипен,
Çулçăсем ÿкеççĕ çÿлтен.
Пĕр çулçă сĕртĕнчĕ питрен
Карçинккана ÿкрĕ хуллен.
Те пулчĕ вăрман парни,
Те пулчĕ сывпуллашни,
Те пулчĕ мана йыхăрни,
Тата кил тесе чĕнни?
Петр Мулеев,
Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ.
Нет комментариев