Поэзи
Василий Эктел.
Ман телейӗм
Вӗтӗ ҫумӑр, сӑрӑ пӗлӗт –
Йӑлӑхтарчӗ пӗтӗмпех.
Хаклӑ ӗмӗт, вӑрттӑн ӗмӗт
Ман пата килсе ҫитех.
Пылчӑкне ҫӑрса йӑлӑхрӑм,
Ҫумӑрӗ лӳшкет час-час.
Кантӑкран пӑхап тӑлӑххӑн,
Вӑй-хӑват ӑҫтан тупас?
Ман телейӗм – сар хӗвелӗ
Пытаннӑ пӗлӗт хыҫне.
Ӑмӑр-ӑмӑр чун-чӗремӗм
Тунсӑхларӗ савнине.
Вӗҫсӗр пӗлӗт, хура пӗлӗт –
Вӑхӑта-ши пӗлтерет?
Ҫавӑнпа пулатчӗ ӗмӗт,
Сар хӗвелӗм ман сӳнет.
Куҫҫӳльлет ҫумӑр пӗр майӑн
Савние ҫухатнипе.
Урӑхран телей тупаймӑп,
Пӗр ӑна юратнипе.
Николай Андреев.
Ҫӗнӗ Йӗлмел.
Хура кĕркунне
Çĕрлехи пахча шăп-шăпăрт,
хуп-хура çĕртме.
Сивĕ çумăр шăпăр-шăпăр
чалăшшăн иртмест.
Хушăран çеç чăштăр- чăштăр
çулçă тăкăнать.
«Ан васка каймашкăн, кăшт тăр»,
–тем мана тытать.
Ялкăшса çунать кăвайтăм –типĕ пуленке.
Пĕчченех эп чӳк тăватăп,
тулăх кĕреке.
Мăнтăр çĕрĕн пархатарĕ
ӳтĕме кĕрет.
Ĕçлесен сад çимĕç парĕ
килес çул тепре.
Çĕр куçне хупать мăраннăн,
çулçăпа витет.
Ман кăвайт ăна ăнланнăн
ерипен сӳнет.
Илтĕнмест чакак сасси те
чăрăш тăрринчен.
Кĕр мана калас пек:
«Çитĕ, кан çурхи кунччен».
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев