Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пӗлтӗр районта ача-пӑча валли кану центрӗ уҫӑлнăччӗ

Ачасем кăмăллă канччӗр!

Çак центрăн хуҫи — Марианна Топтыгина.

Марианна — Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн хӗрӗ, виҫӗ ача амӑшӗ. Вăл Мускав университетӗнче менеджмент специальноçне алла илнӗ. Мăшăрӗ Сергей «Чистополь» компанинче ӗҫлет.

— Эпир ачасемпе выляма хуласем тӑрӑх нумай ҫӳрерӗмӗр. Пирӗн виҫҫӗмӗш ача ҫуралсан, районта мӗншӗн ун пек вӑйӑ центрӗ ҫук-ши тесе шухӑшлама тытӑнтӑмӑр. Хамӑрах çак ӗҫе тытӑнса пăхар мар-ши тесе шутларӑмӑр. Паллах, кун пек центра уҫма сахал мар укҫа кирлине пӗлетпӗр эпир. Интернет анлӑшӗнче шыраса эпир тӗрлӗ программӑсем пурри ҫинчен пӗлтӗмӗр. Районти социаллӑ хӳтлӗх центрне ҫитрӗмӗр. Пире пулӑшакан программӑсенчен пӗри — социаллӑ контракт, урӑхла каласан, гражданинпа социаллӑ хӳтлӗх пайӗн хушшинче тунӑ договора тӗпе хурса хамӑр ӗҫе уҫасси, — каласа парать Марианна.

Асӑннӑ контракт тӑрӑх вӗсене 350 пин тенкӗ чухлӗ пулӑшу панă. Кун ҫумне тата Топтыгинсем банкра кредит илнӗ.
Район центрӗнчи ҫуртри пӳлӗме арендӑлаҫҫӗ, юсав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ.

Социаллӑ контрактпа уйӑрнă укҫа-тенкӗ ача-пӑча йӑпану центрӗ валли батутсем тата кирлӗ оборудовани туянма каять. Договорпа килӗшӳллӗн илнӗ кашни пусшӑн отчет параҫҫӗ.

Хӑйсен укҫипе вӗсем ача-пӑча вӑййи — лабиринт туянаҫҫӗ. Кану центрне «Пчелка Майя» ят параççӗ.

— Пирӗн пӗчӗк хӗрача Майя вӗлле хурчӗ пек хастар, энергиллӗ. Пӗр çулталăк пулсанах калаҫма пуҫларӗ, ир утма тытăнчӗ, пӗр минут та тӗк тӑмасть — шăп вӗлле хурчӗ пекех! Ачасем пурте ҫавӑн пек ӗнтӗ, центр ача сассипе янăраса тăтăр тесе «Пчелка Майя» ят патăмăр, — тет Марианна. 

Центр икӗ зонӑран тӑрать: пӗрремӗшӗ вӑйӑ кӗтесӗ, иккӗмӗшӗ — ӗçсе-çимелли вырӑн. 

— Центр ҫинчен пӗлекен амăшӗсем кунта, хӑйсен ачисене ман алла хӑварса, вылянӑ чухне, васкавлӑ ӗҫсем те тума пултараҫҫӗ. Эпӗ вылятатӑп, ачасене сӑнатӑп, — тет предприниматель. 

Топтыгинсене эпир районти ачасем валли ирттерекен мероприятисенче те куратпӑр.

Ачасене хӳтӗленӗ кун йӗркеленӗ мероприятире вӗсем ачасене попкорн тата пылак мамӑкпа савӑнтарчӗҫ. Тимофей Кудрявцева асӑнса ирттернӗ футбол турнирӗн спонсорӗ те пулнӑ. Центрта тӗрлӗ мастер-классем ирттереҫҫӗ, кунта ачан ҫуралнӑ кунне те ирттерме май пур, асӑнмалӑх сӑн ӳкерчӗксем тума фотозона пур. Малашне «Мисс-Вселенная» конкурс ирттерме палӑртнӑ. 

— Конкурса 1 ҫултан пуҫласа 5 ҫулччен тата 5 ҫултан пуҫласа 14 ҫулчченхи ачасене хутшӑнтарма планлатпăр, — тет Марианна. 

Пирӗнтен нумайӑшӗ халӗ хӑйсен ачисене телефонсенчен уйӑраймаҫҫӗ. Вӗсенче социаллӑ сетьсене «пӑхӑнса тӑрасси» ҫивӗч ыйту тухса тӑрать. Урамсенче те, парксенче те ача-пӑча шавӗ илтӗнмест халӗ. Марианна уҫнӑ центр пек вӑйӑ площадкисем — ачана виртуальнӑй уҫлӑхран туртса кӑлармалли ăнăçлă пӗр меслет, тесе калас килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев