Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пӗлетӗр-и?

Лавр ҫулҫи холестерин шайне чакарать.

Лавр ҫулҫи

 Лавр ҫулҫи юнри сахӑр шайне пӗчӗклетме пулӑшать. Ку унӑн составӗнче хром нумай пулнипе ҫыхӑннӑ. Ҫавна пула инсулин юнри сахӑр шайне вӑйлӑрах витӗм кӳрет.

 Лавр ҫулҫи холестерин шайне чакарать. Енчен те вакланӑ лавр ҫулҫине 30 кун хушши ҫисен, юнри «начар» холестерин шайӗ чакӗ. Техӗмлӗхӗн усси нумай, уйрӑмах арҫынсемшӗн. Ҫак ӳсентӑран чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсемпе нушаланакансене те пулӑшӗ.

 Лавр ҫулҫи вӑраха кайнӑ чирсемпе, шыҫӑпа кӗрешме пулӑшать. Вӑраха кайнӑ шыҫӑ физиологи процесӗ шутланать, вӑл ҫыншӑн питӗ сиенлӗ. Лавр ҫулҫине тӑтӑшах ҫини юнри шыҫӑ маркерӗсен шайне чакарать.

Фейхоа çимӗçӗ

Унра организмшӑн питӗ кирлӗ витаминсем, микроэлементсем тата йод пур. Фейхоа иммунитета ҫирӗплетме, щит евӗрлӗ пар ӗҫ-хӗлне лайӑхлатма тата нерв тытӑмне лӑплантарма пулӑшать.

Фейхоада С витамин нумай, вӑл организма шӑнса пӑсӑласран сыхлать. Унра куҫа лайӑхлатакан А витамин та пур. Фейхоа составӗнчи антиоксидантсем организма ирӗклӗ радикалсенчен сыхлаҫҫӗ, урӑхла каласан, ватӑлма чарса тăраççӗ.

Фейхоа ҫини чӗрепе юн тымарӗсен тытӑмне ҫирӗплетме пулӑшать, юн пусӑмне йӗркене кӗртет. Йодпа пуян апат-ҫимӗҫ шыратӑр пулсан, фейхоа – питӗ лайӑх суйлав. Ӑна тӑтӑшах ҫини щит евӗрлӗ пар чирӗсенчен сыхланма пулӑшать.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев