Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Питрав уявӗ

Владимир Ильин

Питрав уявӗ – авалхи уяв. Çак уява нумай чăваш ялӗсенче Питравкка та теççӗ. Питравкка уявӗ çуллана çурмалла пайлать, малалла вара кӗркунне сăнӗ çапать. Çак хушăра çырла пуçтараççӗ, милӗксем хатӗрлесе хураççӗ, хӗллене хатӗрленеççӗ.

Анчах çак асатте-асннесенчен тухнă йăла-йӗркесене çамрăк ăру манса пырать. Çавăнпа та кашни ялти Культура çурчӗн ӗçченӗсене, йăла-йӗркесене çӗнетес тӗллевпе, уяв ирттерме сӗннӗ. Çак культура вучахӗ умне, Худлаçыорми Культура çурчӗн ертӳçи Клара Портнова чйыхравланипе, эпир те, аслă çулсенчисем, ял халăхӗ, шкул çумӗнчи лагерьте канакан ачасем чăваш кӗписене тăхăнса килтӗмӗр.

Урамра ял библиотекарӗ Елена Кириллова йӗркеленӗ, ватă çынсем тунă тӗрлӗ-тӗрлӗ ӗлӗкхи экспонатсене вырнаçтарнăччӗ.

Уява уçса, ялти ветерансен совечӗн ертӳçи Владимир Ильин килнӗ хăнасем умӗнче тухса калаçса, уяв ячӗпе саламларӗ. Лагерьти ачасем «Çерем уçса вир акрăм» ташшипе, юрă юрласа савăнтарчӗç. Владимир Николаевич халăха купăс каласа ташлаттарчӗ. Çак уяв урампа иртсе пыракан ял-йыша чарăнса тăма, тӗлӗнтерме пултарчӗ.

Юлашкинчен вара çӗр çырли тутанса, Нина Тарасован хăй тунă сăрипе сăйланса салантăмăр.

Çак пӗчӗкçӗ кăна уяв кашнин кăмăлне кайрӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев