Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Питрав – мунча милӗкӗ хатӗрлемелли вăхăт

Июлӗн 12-мӗшӗ – Питрав уявӗ, çуллана çурмалла пайлать

Питрав – утă уйăхĕн 12-мӗшӗнче православи тĕнĕпе пурăнакансем Петĕрпе Павăл апостолсене асăнаççĕ. Халăхра ăна Питрав кунĕ теççĕ. Çак кунран çанталăк кăштах ылмашать, майĕпен кĕр çывхарнине систерме пуçлать. Питрав хыççăн куккук авăтма, шăпчăк юрлама пăрахать. Питравччен курӑк сиплӗхӗ те – ҫулҫӑсенче, Питрав хыççăн – тымарта, теççӗ. Çавăнпа та мунча милĕкне те Питрав тӗлнелле хатĕрлеме тăрăшнă.

Мунча валли милӗк хӑҫан хатӗрлемелле? Мӗнле курӑксем хушмалла? Мӗнле милӗк чи усӑлли? Милӗк ҫыхмалли мӗнле вӑрттӑнлӑхсем пур? Аслӑ Аксу ялӗнчи Федор Унисковпа Пăчăрлă-Пашьел ялӗнчи Валерий Можаев мунча милӗкӗ хатӗрлемелли вӑрттӑнлӑхсене пӗлтерчӗç. Милӗк хатӗрлекен ăстасемпе район пасарӗнче суту-илӳ тунӑ чух курса калаҫрӑмӑр.

– Эпӗ ҫулсеренех май уйӑхӗнчен пуҫласа курӑксем пуҫтарма тытӑнатӑп: вӗлтӗрен, ромашка, суккӑр вӗлтӗрен тата ытти те.  Вӗсене ҫыхатӑп, тӑвансене, туссене валеҫетӗп, пасарта та сутатăп.  Халӗ сарӑ та та  кӑвак метрӳшкесем ӗлкӗреççӗ. Халӗ шӑпах мунча валли  те милӗк хатӗрлеме вӑхӑт, – тет Валерий Можаев.

Ялти ватă çынсем каланӑ тӑрӑх, милӗк хатӗрлеме туратсене ирхине, сывлăм типиччен хуçма юрамасть. – Чи лайӑх вӑхӑт – кӑнтӑрла иртсен, хӗвел ансан. Туратсене вӑрманта,  посадкăсенче касатӑп. Курăксене 30 сантиметр чухлӗ касатӑп пулсан, милӗк валли унӑн вăрăмӗшне  50-60 сантиметр тăватăп, – тет вӑл.

Валерие милӗк тума заказа малтанах парса хураççӗ. Кунне унӑн 50 е 100 мӑшӑр милӗк ҫыхма та тӳрӗ килет.

«Милӗке хурӑнтан ҫеҫ мар, юман турачӗсенчен те, чие тураттисенчен те, хурлӑхан тураттисенчен те ҫыхма пулать.  Милӗк хушшине 1-2 туна эрӗм, ҫӑка чечекӗ тата метрӳшке хурсан, шӑршипе те, сиплӗхӗпе те питӗ лайӑх пулӗ, – тет Федор Унисков. – Юман тураттисене касса килсенех ҫыхмалла. Унсӑрӑн вӗсем саралма пуҫлаҫҫӗ. Мунчана кӗрсен, милӗке, малтан, ӑшӑ шывра чӳхемелле, унтан вӗри шывра тытмалла, мунча чулӗ патӗнче вӗрилентерсе илмелле. Çакăн пек тусан унӑн сиплӗхӗ те ытларах пулӗ».

 

Справка

Милӗк ҫыхмалли виҫӗ канаш

Милӗк пухма чи лайăх сывлӑш температури – 20-25 градус.

Шӑрӑх, ҫумӑр вăхăтӗнче милӗк хатӗрлемеççӗ.

Хатӗр милӗксене тӗттӗм, çиллӗ вырăнта типӗтеҫҫӗ.

 

 

Питрав (Питравкка) уявӗпе йӗрки

Ҫуллахи уяв-вӑйӑпа чӳксем Питравкка ятлӑ йӑлапа вӗҫленеҫҫӗ. Ку вӑл – кил-йышпа, ял-йышпа утă ҫине, унтан ӗҫҫине тухса каяс умӗн тунӑ юлашки чӳк. Питравкка чӳкӗ ӗлӗк ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртнӗ, халӗ утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулать. Ку вӑхӑта утӑ мӗнлине тӗрӗслесе тухнӑ, ушкӑн-ушкӑнпа улӑх-ҫаран ҫулма вӑхӑт ҫитнӗ.

Питравкка – авалхи уяв. Унӑн халӗ чук пӗлтерӗшӗ манӑҫа тухнӑ. XX ӗмӗр вӗҫӗнче ӑна «така пусса пуç-ура, ăш-чик яшки ҫимелли» уяв тата «вӑйӑ пӑрахмалли кун» тесе шутланӑ.

Христос тӗнӗ ку уява таса Петӗрпе Павӑл ячӗсемпе ҫыхӑнтарнӑ.

Питравкка чӳкӗн йӗрки ытти чӳксенчи пекех. Така тӗсӗ килмесен ӑна шыв ярса силлентернӗ. Ӑшӗ-чикӗнчен, пуҫӗ-уринчен шӳрпе пӗҫернӗ. Ӑна тӑвансемпе пӗрле ҫинӗ. «Така пуҫ яшкипе» уява вӗҫленӗ.

Малтанхи тапхӑрсенче Питравкка уявӗ пысӑк уявах шутланнӑ. Унта Акатуйри пекех юрланӑ, ташланӑ, ут кустарнӑ, мала тухнисене парне панӑ.

Халӗ ҫак пӗлтерӗш ҫухалнӑ, анчах така пусса чӳк тӑвас йӗрки упранса юлнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев