Питбайк — хӑрушӑ техника
Ҫуркунне ҫитсен ҫулсем ҫинче мотоциклсем, скутерсем пек техникăсем курăнма пуçлаççӗ.
Пуринчен ытла вӗсемпе ҫамрӑксем çӳреççӗ. Юрать-ха, вӗсен водитель прависем пулсан...
Питбайкӑсемпе ярӑнма ҫамрӑксем интерес тупсан та, анчах хӑйсен пурнӑҫне хăрушлăх айне хунине ӑнланмаҫҫӗ.
— Питбайк тетте мар, вӑл пысӑк травмӑсемпе трагедиллӗ ӗҫсем патне илсе ҫитерме пултарать, — теҫҫӗ районти ГИБДД ӗçченӗсем.
Питбайксем туянни хӑрушлăх патне илсе çитерни çинчен Тутарстанри Патшалăх автоинспекцийӗ те асӑрхаттарать.
Ҫул ҫинчи инкек-синкексемпе аварисене асăрхаттарас тӗллевпе автоинспекторсем ҫул ҫитмен ачасем валли ҫакӑн пек техникӑна туянма хушмаҫҫӗ.
Палӑртса хӑвармалла: 16 ҫула ҫитменнисем питбайкӑсемпе ҫӳреҫҫӗ пулсан, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене административлӑ явап тыттарӗҫ. Ачапа вӗренӳ заведенийӗсенче профилактика калаҫӑвӗсем ирттерӗҫ. Шалти ӗҫсен пайӗн ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комиссийӗ те мерӑсем йышӑнӗ.
— Республикӑра скутерсемпе, питбайкӑсемпе ҫыхӑннӑ ҫул-йӗр инкекӗсем пурне те пăшăрхантарать. Ача валли ҫакӑн пек йышши транспорт хатӗрӗ туянни — пысӑк йӑнӑш. Нумаях пулмасть Лаишево районӗнче ҫакӑн пек йышши транспорт хатӗрӗпе çапăнса пӗр ача вилнӗ, тепӗр ача аманнӑ.
Районти ГИБДД пайӗн пуçлăхӗ Анатолий Михайлов:
— Пирӗн районта кун пек техникӑпа çыхăннă инкек палăрман пулсан та, асӑрхануллӑ пулмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев