Питӗ илемлӗ вӗт вӗсем – мăшăрлă пурнăç çулӗсем
Телее тупма, ӑна хакласа упрама пӗлесси кашнинех парăнмасть. Çак страницăри статьясем телее упрама пӗлнӗ ҫынсем ҫинчен
«Улах каçӗнчен» – пурнӑҫа!
Завдет пичче хӑйӗн пулас мăшăрне, хăй каланă пек, «Улах каçӗнче» курнӑ. «Пӗрре пӑхсах юратса пӑрахнӑ ҫынсем ҫинчен илтнӗ-и? Манпа та çапла пулчӗ, пӗрре курсах, пӗрре пăхсах – кăмăла кайрӗ те, ун хыççăн ялан Клара çумӗнчерех пулма тăрăшрăм ӗнтӗ», – тет вăл.
Ҫывăха хуни, кăмăллани те пӗр енлӗ кăна пулма пултараймасть, паллах. Хӗрӗн те çавăн пек туйăмсем пулмасан, яш каччăн чӗринче юрату хӗлхемӗ çулăмланма пултарайман пулӗччӗ. Кларӑн кăмăлне те каять çак сапăр та сӑпайлӑ, кулса кăна тăракан каччă.
– 60 ҫул тăршшӗнче ҫапла пулчӗ ӗнтӗ вăл – ӗҫсӗр пуҫне урӑх нимӗн те пӗлмерӗ, вăрçăнмарӗ, хирӗçмерӗ. Эпир пурнӑҫ иртсе кайнине сисмесӗрех юлтăмăр, – тет паян Клара аппа.
Инçете юлнă, 1962-мӗш ҫулсенче, Клара тӗп никӗсе кин пулса килет. Аслисемпе пӗрле пӗр вӑхӑт пурӑнсан, çемье уйрăлса тухать, мӗншӗн тесен, тӗп никӗсре Завдет хыççăн та, ачасенчен ытларахӑшӗ ывăлсем пулаççӗ. Уйрӑм пурӑнас тетӗн пулсан, пӳрт кирлӗ. Нумай шухӑшласа тӑмасӑрах, ҫамрӑк Камалиевсем те, Аслă Чăнлăри ытти нумай çамрăк ҫемьесем пекех, тӑмран кирпӗч ҫапса, хӑйсемех ҫӗнӗ ҫурт туса хураççӗ. Çавăнта ачисене илсе таврăнаççӗ, йывӑрлӑхсене çӗнтерсе, пурӑнма пуҫлаҫҫӗ. Анчах çулсем те пӗр пек килмеççӗ – пӗр çулхине ҫуркуннехи вӗҫӗмсӗр çăвакан ҫумӑр вӗсен тӑм пӳртне «ирӗлтерет». Сăнавсене хӑнӑхса ҫитнӗ Клара аппа, хальхинче ӗнтӗ ачисемпе пӗрле, кирпӗч ҫапса, ҫуртне йӗркене кӗртсе хураççӗ.
– Вӑл питӗ илемлӗччӗ, пирӗн тӑм ҫуртăмăр, – тет ҫемьен аслӑ хӗрӗ Резида. – Анне пирӗн, вӗренсех кайман пулин те, питӗ творчестăллă çын – вӑл ҫак ҫуртӑн стенисене шурӑ тӗспе сӑрласа, чечексем ӳкерсе хурать, илемлӗн курăнса ларатчӗ çав пӳртӗмӗр те.
Камалиевсем хыр пӗренесенчен пилӗк кӗтеслӗ пӳрт те туса лартнă, анчах каярахпа, 80-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче. Унччен те, ун хыççăн та вӗсем питӗ тӑрӑшса ӗҫлеççӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпех Завдет пичче колхозӑн малта пыракан механизаторӗ пулать. Вӑл хӑйне шанса панӑ техникӑна питӗ тирпейлӗн тытать. 30 ҫула яхӑн пӗр тракторпа, пӗр хут та ремонта кӗртмен тенӗ пек ӗҫленӗрен, хăй тивӗçлӗ канăва кайнă чухне тракторне ывӑлне парса хӑварма ирӗк парать колхоз правленийӗ. Каярахпа техникӑна хăйсемех туянаççӗ. Вӑл халь те вӗсен умӗнче ҫамрӑклӑх палӑкӗ пек тӑрать.
Ултӑ ачана пурнӑҫ панӑ тата вӗсене ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче ӗçлесе пурăнмалăх ҫын пулма вӗрентсе ӳстернӗ ҫемьепе тӗл пулсан, паллах, 60 ҫул тăршшӗ туслӑ пурнӑҫӑн вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре пулнине ыйтмасӑр тӑма пултараймарӑм. Завдет пичче, яланхи пекех, кулса кăна илчӗ. Клара аппа вара:
– Пӗр-пӗрне ҫул парса пынинче-тӗр, – терӗ.
– Атте пирӗн сапăр вӗт ӗнтӗ. Анне кăштах вӗри юнлăрах, атте яланах ӗҫре пулчӗ, килте «генерал» аннеччӗ, – хутшӑнчӗ калаçăва Камалиевсен ялта пурăнакан хӗрӗ Флера. – Атте ӗмӗр тӑршшӗпех аннене хисеплесе пурăнчӗ, халӗ те ҫаплах.
Çапла пуль, пӗр-пӗрне хисеплесе пурӑннăран ҫавăн пек маттур пуль ӗнтӗ вӗсем. Ҫурт – никӗсӗ çирӗп, пур ҫӗрте те тирпейлӗх хуçаланать, ачисем те, хӑйсем те телейлӗ пулни сăн-пичӗсенчен палăрса тăрать. Куç ан ӳктӗр! Ҫавӑн пек ҫемьесемпе илемлӗ те ӗнтӗ пирӗн Çӗпрелӗмӗр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев