Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Пирӗннисем – çӗнтерӳçӗсем

Тутарстан Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствинче «Закон территорийӗ» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысламалли мероприяти иртрӗ.

 

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пирӗн районти ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов общество воспитателӗ пулнă май «Çул ҫитмен ачасемпе профилактика ӗҫне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» номинацире иккӗмӗш вырӑна çӗнсе илчӗ, Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Ярухин «Ял тӑрӑхӗн территорийӗнче право йӗркине тивӗҫтерес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» номинацире, çаплах, иккӗмӗшвырӑна йышӑнчӗ.

 

Справка

«Закон территорийӗ» конкурса 2007 ҫултанпа Тутарстан Республикинчи Шалти ӗçсен министерстви тата Республика Правительстви пулӑшнипе ирттереҫҫӗ. Унӑн тӗллевӗ – муниципаллă районсен, хула округӗсен тата ял тăрăхӗсен общество йӗркине тивӗçтерес, çул çитменнисемпе ҫамрӑксене право тӗлӗшӗнчен воспитани парас, правӑна пӑсасран асӑрхаттарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнă предприятисемпе организацисен, çутӗç учрежденийӗсен лайăх опычӗсене ыттисене те паллаштарасси.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев