Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Пирӗн ентеш ӑнӑҫлӑ служить тăвать

Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ретӗнче, кӗрхи тата ҫурхи призывран салтака илнӗ вун-вун ача чыслӑн службăра тăраççӗ. Сӑмах вӗсенчен пӗрин – Ильшат Ильсурович Махмутов ҫинчен пырать.

Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Ильшат Махмутов, Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, Хусанти наци тӗпчев технологи университечӗн экологи, технологи тата информаци хӑрушсӑрлӑхӗн факультетне вӗренме кӗрет. Пӗлӳ илме тӑрӑшса, ҫамрӑк ҫын хӑй суйласа илнӗ специальноҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене кăмăлласах алла илет. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл хӑй умне ҫарта служить тума тивӗç лартать. Каччăн ӗмӗчӗ те пурнӑҫланать. Вăл Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен чи сумлӑ çарӗсенчен пӗринче – Мускав хулинчи «РФ Наци гвардийӗн ҫарӗсен тӗп аппарачӗн ӗҫ-хӗлне тивӗҫтерес енӗпе Тӗп ҫар комендатури» ҫарӗсенче аслӑ шофер пулса служить тума пуҫлать.

Сывлӑхлӑ, мораль тӗлӗшӗнчен ҫирӗп, спорта юратакан ҫамрӑк кунта та пуçне усмасть, командирсен, пӗрле служить тăвакансем хушшинче часах хисеп ҫӗнсе илет. Унӑн ҫарти службине те командирсем лайăх енчен ҫеҫ хаклаççӗ. 5 уйӑх службӑра тӑнӑ хыҫҫӑн, Ильшат Ильсуровича кӗҫӗн сержант званийӗ параççӗ. Палӑртнӑ задачӑсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн вăл рота командирӗ ятӗнчен темиҫе хутчен те парнеленет. Ун ҫинчен часть командованийӗ мухтаса çеç çырать. Нумаях пулмасть ашшӗпе амăшне, Ильсур Каллямовичпа Лейсан Кашафиевна, патне янӑ Тав ҫырӑвӗнче те ывăлӗ Ильшат çар тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлани ҫинчен каланӑ.

Реклама

– Ывӑлăмăр тӳрӗ кӑмӑлпа служить туни пирӗншӗн  пысӑк мӑнаçлăх, мӗншӗн тесен Раççейре служить тӑвасси – пысӑк чыс, – теҫҫӗ Махмутовсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X