Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Пирӗн аннесен халне пӗлӗр!

Çар юхăмӗн ветеранӗсен обществӑлла совечӗ çакăн пек мероприяти йӗркелерӗ.

Çар юхăмӗн ветеранӗсен обществӑлла совечӗ «Постучитесь к нашим матерям...» ятлă ыркăмăллăх акцине пӗлтернӗччӗ. Мероприяти çар юхăмӗн ветеранӗсен обществăлла совечӗн ертӳçи Виктор Петухов ертсе пынипе иртет.

«Акци ятне юрӑран илнӗ. Ӑна интернационаллӑ тивӗҫе пурнӑҫланӑ салтак-ветерансем пурнӑҫлаҫҫӗ. Мероприяти вӑхӑтӗнче ҫапӑҫусенче вилнӗ салтаксен амӑшӗсене, тӑлӑх арӑмӗсене пулӑшу парассине шута илеççӗ», – тет ыркăмăллăх акцине йӗркеленӗ Виктор Петухов.

Ывăлӗсене вăхăтсăр çухатнă амăшӗсене хисеп тата тимлӗх уйăрас тӗллевпе йӗркеленнӗ акци Амӑшӗн палӑкӗ умне чечексем хунипе пуçланчӗ. Мероприятире районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен çумӗ Айрат Залялов та хутшӑнчӗ.  Вăл темиҫе ҫул хушши ҫар юхăмӗн ветеранӗсен обществăлла совечӗ ирттерекен акцин пӗлтерӗшӗпе кирлӗлӗхне палӑртрӗ. «Ку вӑл Афганистан, Чечня вăрçисенче  юхăмӗсенче, ҫавӑн пекех, паян Украина территорийӗнче ятарлă операци вăхăтӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ салтаксене асра тытас енӗпе астăвăм палли», – терӗ.

Виктор Петухова çак акцие  социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проблемӑсене татса парас тӗлӗшпе пуçарнине  палăртрӗ. Унăн шайӗнче пур аннесене те пулӑшма май пурри çинчен калаçрӗ.

Ҫар юхăмӗн ветеранӗсен пӗр ушкӑнӗ çак кун вӗсем хӑйсен транспорчӗсемпе ывăлӗсем таврăнайман амăшӗсене 1 центнер тырă леçсе пачӗç (иккӗмӗш ӳкерчӗкре). Продукцие районти фермерсем: Алексей Амосов, Петр Хрисанов, Владимир Лысов, Александр Афанасьев, Фанис Хайруллин, Михаил Мискин, Федор Клементьев сӗннӗ. Ҫавӑн пекех салтаксен тӑлӑх арӑмӗсен организацийӗн ертӳçи Наиля Нуруллова хӑйӗн ячӗпе парнесем те хатӗрленӗччӗ. «Акцие ирттерес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ фермерсене, Наиля Нуруллована, питӗ тав тӑвас килет. Ырӑ туни – сăваплӑ ӗҫ. Ырă ӗç вӑл ырӑпа каялла таврӑнӗ», – тесе палӑртса иртрӗ Виктор Петухов.

Ҫав кун вӗсем районта  пурӑнакан афганецсем Рифкать Ихсанов, Ильдус Хайбуллов тата Чечняра пуç хунă Александр Шуркинăн амӑшӗ патӗнче пулчӗç. Ҫакӑн хыҫҫӑн ялсене кайрӗҫ.

Рузания аппа Хайбуллова, Кивӗ Ҫӗпрел:

«Хам ывӑлӑма курнӑ пек пултăм. Ҫакӑн пек тимлӗхшӗн, хисепленӗшӗн пурне те тав тăватăп. Тӳпе ҫутӑ та уяр пултӑр. Никамăн та ачисене çухатмалла ан пултăрччӗ. Ырă-сывă пулар».

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев