Пирěн çамрăклăх комсомолпа çыхăннă
Комсомол пире пурăнма вӗрентнӗ
Эпир Матакри вăтам шкулта вěреннě вăхăтра шкул пурнăçě вěресе тăратчě. Кěçěн классенче вěреннě чухне пире «октябренок» ретне йышăнчěç. Кашни ачана октябренок значокӗ парнелерěç. Çак значоксене мăнаçлăн тум çине çакса çӳренě-çке. Мěнле кăна ěçсем йěркелесе ирттерместěмěрччě, пěр пушă вăхă та пулман, апла пулин те шкулта вěренме питě интереслӗччӗ те аванччě! Паллах учительсем ертсе пынипе.
Пиллěкмěш класра вěренме пуçласан пире, çěршывшăн шанчăклисене, «пионерсен» ретне илчěç, аслă классенче вěренекенсем мăй çине виç кěтеслě хěрлě галстуксем çакса ячěç. Эпир епле савăнса, мăнаçланса ӳснě-ха ача чухне! Пушă вăхăтра йывăç кěлě, кирлě мар хутсем, тимěр-тăмăр пуçтарса мала тухассишěн ытти классемпе ăмăртаттăмăр. Шкулти пионерсен аслă вожатăйě Раиса Георгиевна Лысова пирěнпе тăрăшса, хăйěн ěçне юратса пурнăçлатчě. Эпир хăш вăхăтра та çак япаласене шкула илсе килсен те пире вăл ăшăпа кěтсе илнě. Нихăçан та пире «Ман ěç кунě пěтнě!» тесе каламан, вăл яланах, иртен пуçласа мěн тěттěмччен, шкулта пулнă. Эпир те ăна курса ун пек пулма тăрăшаттăмăрччě. Кашни тунтикун шкулта уроксем хыççăн, пěтěм класри ачасем пуçтарăнса иртнě эрнере пулса иртнě ěçсем çинчен тěплěн каласа панă, малта пыракан ачасене, классене хěрлě вымпелсем парса чысланă. Начар вěренекенсене, ěçсенче кайра пыракансене те каламасăр иртмен, вěсене лайăх вěренекен, малта пыракан ачасенчен тěслěх илме хушнă. Çак ěçсене яланах шкул директорě Петр Семенович Тайров, РСФСР сутěç тава тивěçлě ěçченě хутшăннă, ертсе пынă. Çапла вара эпир пиллěкмěш класрах пур енěпе мала тухса пěрремěш вырăн йышăнтăмăр. Пире вара шкултан Чěмпěр (Ульяновск) хулине экскурсие кайма путевка пачěç. Çавăн чухне эпě пěрремěш хут хулана кайса куртăм. Халě те çавна яланах аса илетěп.
Эпě çиччěмěш класа кайсан, манăн пуçа комсомола кěме шухăш çуралчě. Ун чухне комсомола ытларах саккăрмěш класра йышăнатчěç, эпě вара çиччěмěш класранах, лайăх вěреннěскер, комсомол пулса тăтăм. Çак класрах мана И. М. Саландаевпа паллашма тӳр килчě, вăл пирěн пата чăваш чěлхипе вěрентме килчě. Шел, пирěн шкулта Иван Михайлович нумай вěрентеймерě, Шăмăршăра тухса тăракан хаçат редакцине чěнсе илчěç. Апла пулин те, икě уйăх хушшинче вăл мана сăвă çырас чирпе чирлеттерсе хăварчě. Кашни эрнере пěр сăвă çырмасăр юлман, вěсене Шупашкарти «Пионер сасси» тата районта тухса тăракан «Çěнě çул» хаçатсенче пичетленме пуçларěç. «Пионер сасси» юнкор текен удостоверенине те панăчě...
Саккăрмěш класра мана комсомол ретěнчен шкулта спорт енěпе ертсе пыма суйларěç, мěншěн тесен эпě мěн пěчěкрен спортпа туслă пулнă. Çакна та астăватăп, ялта манăн кăна ботинкăллă йěлтěр пурччě, ытти ачасем пурте кăçатă тăхăнса ярăнатчěç. Чи малтанах ботинкăллă йěлтěре курнипе, ачасем манран ыйтса, çак йěлтěрпе ярăнса пăхма черете тăратчěç. Манăн куккасем, аслă класра вěренекен шкул ачисем кашни кунах хамăр ял çумěнче вырнаçнă вăрманта ярăнатчěç. Унта ятарласа чупма, ăмăртма йěлтěр йěрěсем тапта-тапта тăватчěç. Йěлтěр йěрě Чăваш Ишлě ялě патěнчен тытăнса вăрман хыçне тухса, Мунчелей ялě патнех тухатчě, çапла вара вěсем йěри-тавра виçшер хут чупса çаврăнатчěç. Эпě те вěсем хыççăн юлас мар тесе, шăла çыртса чупаттăм, паллах, мана куккаран лекетчě. Вăл эпě вăрманта çухалса юласран хăранă ěнтě. Çаксем мана, паллах, малалла та спортпа туслă пулма пулăшрěç. Эпě малалла çуран чупассипе те, хоккейла выляссипе те, кěрешес енěпе те (Иван Поддубный кěнеки тăрăх), бокс тěсěпе те, кире пуканне йăтас енěпе те хам тěллěн, кěнекесем тăрăх (ун чухне ялти библиотекăра А. М. Садовникова ěçлетчě, вăл мана кирлě кěнекесем тупса паратчě, тавтапуç ăна уншăн) вěренсе хатěрлентěм. Хам шкулта лайăх, тăрăшса вěренни, спорт тӗсӗн тěрлě енěпе хатěрленни мана малалла тата пурнăçра яланах пулăшса пычě.
Тăххăрмěш класра вара, мана шкулти комсомол организацине ертсе пыма суйларěç. Вăл вăхăтра пирěн шкулта çичçěр ытла ача вěреннě. Шкула аслă классенче вěренме Мунчелей, Шланка тата Кивě Ишлě ялӗсен ачисем те килетчěç. Хамăр ял ачисем те кашни класра 32-36 ача икшер-виçшер класс вěреннě («А», «Б», «В» классем пулнă). Комсомол ěçěнче мана ертсе пыраканě воспитани енěпе директор çумě, вырăс чěлхине вěрентекенě Л. И. Петрянкина пулнă, питě кăмăллă учитель-наставник. Секретарь пулса ěçленě хушăра питě нумай йытусем татса пама тиветчě, шкул директорěпе яланах тачă çыхăнура пулнă, пěрле сӳтсе тумалли ěçсем те пулнă. Вăл та пире пулăшма тăрăшатчě, тěрěс, кирлě сěнӳсем паратчě. Кашни уйăхра пире комсомол серетарěсене района канашлăва пуçтаратчěç. Темле çанталăк пулсан та, çуран Кивě Çěпрелěнче вырнаçнă комсомол райкомне вăхăтра çитнě, каçхине киле çуранах таврăннă. Ун чухне канашлусенче питě нумай ыйтусем пăхса тухатчěç, ěç вăхăчě вăрăма тăсăлатчě, районта каç выртнисем те пулнă. Çуллахи каникулсенче тăван колхозра вăй хунă: малтанласа хирте утă пуçтарнă, кěлете тырă кěртме пулăшнă, аслăрах классенче тракторист, комбайнер çумěсем пулса ěçленě. Астăватăп-ха, таххăрмěш класс хыççăн, комбайнерпа Н. А. Шингаревпа комбайн çинче ěçлерěм. Матак ялӗнчи Пухăрлă ра вырса пăрахнă тулла çапатпăр. Кăнтăрла çитес енне пирěн пата районти комсомол комитечӗн пěрремěш секретарě А. С. Хайруллин УАЗик машинипе килсе чарăнчě. Вăл питě тавçураллă та ăста пулнине кура комбайнерсене алă панă хыççăн, ман пата тӳрех пычě те «Виталий, я за тобой приехал. Мы решили тебя отправить в оздоровительный лагерь „Волга“ на 20 дней. Вас будут обучать и по комсомольской линии. Отдохнёшь, наберешь сил, с людьми познакомишься. Давай, садись, поехали». Эпě машина çине ларма васкамарăм-ха, енчен-енне пăхнине курчě те: «Кого-то ждешь?» — тесе ыйтрě Альфик Сабирович. «Нет, не жду. Просто мне отец не отпустит, он дома стройку затеял», — терěм. Унсăр пуçне мана комбайнер та ярасшăн мар иккен, «Тупнă канмалли вăхăт!» тесе мăкăртатса илчě Коля тете.
— Айда садись, поехали к вам домой. Я сам поговорю с отцом, — терӗ Альфик Сабирович.
Киле çитсен тӳрех аттене канма каймалли пирки пěлтертěм. Атте: «Мěн, эпě хам валли тăватăп-и?», — терě. «Каяймастăн, ěçле тěк кăна, ăнлантăна?». Секретарь те калаçса пăхрě, усси пулмарě. Эпě вара хам вырăна В. Трифонова, шкулти комсомол секретарěн çумě пулса ěçлекене яма ыйтрăм, А. Хайруллин манпа килěшрě. Ман вырăна вара Валентин кайрě, вăл уншăн питě савăнчě...
Вěренӳ, спорт, обществăллă ěçсем, комсомол — пурте вěсем мана та, ытти нумай шкул ачисене те, малалли пурнăçра тěрěс çул çине тăма, кирлě профессисем суйласа илме пулăшрěç.
Салтака кайсан, вěренӳ шкулěнче ултă уйăхран çар чаçěнче малалла хěсметре тăнă чухне мана каллех батальонти танкистсен комсомол организацине ертсе пыма суйларěç. Комсомолец-танкистсене яланах малти ретре, йывăр задачăсене пурнăçлама тиврě. Кашни çур çулта округри çар комиссийě (пěри Мускавран, çар министерствинчен те килнěччě) эпир мěнле çар пурнăçне хатěрленнине пирěн батальона тěрěслесех тăчěç. Батальонтан икě рота çар ěçěсене кун çутипе кăтартать пулсан, пирěн рота çак хатěрсене çěрле кăтартса парать. Икě çул хушинче пире виçě хут тěрěслерěç, кашнинчех «отлично» паллă лартрěç. Паллах кунта танкпа çӳрессипе те пересси кăна кěмест, çавăн пекех стройпа утасси, спорт кăтартăвěсене, уставсене пěлни те, тата ытти те кěрет.
Пирěн çарти комсомол организацийě хулари комсомол организацийěпе тачă çыхăну тытса тăратчě. Эпир комсомол горкомěпе пěрле тěрлě мероприятисем ирттереттěмěрччě, вěсем патне яланах çӳреттěмěр, вěсем те пирěн чаçа килсех тăратчěç. Эпир, комсомолецсем, тěрлěрен тěлпулусем шкул ачисемпе те ирттернě, тăлăх тата сусăр ачасен çуртне те парнесемпе кайса çӳренě. Хамăр çар чаçěнче те нумай ěçсем йěркелесе ирттернě. Дивизи командирě генерал-лейтенант А. М. Макашов та пирěн ěçсене курса пире яланах мухтатчě, вăйě çитнě таран пулăшатчě те. Çавăн пекех Конотопри хула комитетěн 1-мěш секретарě мана слeжба хыççăн хăйсен патне ěçе юлма сěнчě.
Салтакран киле таврăнсан, Чěмěрти ял хуçалăх институтне вěренме кěрсен те мана деканатран группăра старостă пулма палăртрěç. Ун хыççăн факультетри комсомол комитетне суйларěç, яланхи пекех комсомолецсемпе пěрле вăй хума тиврě. Студентсемпе мěнле кăна мероприятисем йěркелесе ирттермен-ши, кану каçěсем те йěркеленě, стройотрядра та нумай вăй хума тиврě. Çавсемшěн пěрре те ӳкěнмен, нихçан та хамăр тěллеве, хушнă ěçсене тăваймастăп тесе каламан, пěтěм вăй-хала хурса ěçленě. Укçашăн мар, çынсене аван пултăр тесе тăрăшнă. Хальхи вăхăтра та çамрăксем валли комсомол организацийě кирлě. Историри комсомол ěçěсене пăхсан та комсомол кирлě пулнине çирӗплетет.
Пирěн çамрăклăх комсомолпа тачă çыхăннă. Яланах пěр-пěринпе ăмăртнă, курайманлăх, ăмсанмалăх пулсан та сайра пулнă, пěрне пěри ахалех пулăшнă, ура хуман. Çынра сăпайлăх, тирпейлěх тата вăтану пулнă, аслисене сума сунă, «тете», «акка» тесе чěннě. Ман шухăшпа пирěн çěр çинче çапла пурăнмалла пек туйăнать. Комсомол пире çапла пурăнма вěрентнě. Тавах çав вăхăтри саманасемшěн!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев