"Пире шыв илет": Проблемăна уçăмлас тесе эпир Матак ялне çул тытрăмăр
Матак ялӗнчен çăл шывӗ хăпарса, урамсем тăрăх сарăлни, хӑш-пӗр ҫуртсене шыв кӗрес хӑрушлӑх килсе тухни пирки хыпар килчӗ
Ҫак таврари ҫынсем темиҫе ҫул каялла та ҫакнашкал проблемăпа тӗл пулнӑ иккен. Вӗсем çырмари шыв тулса сарăлнине Матак-Шланка ҫулне хывнӑ вăхăтра кивӗ кӗпер вырӑнне ункӑсем кăна хурса хăварнипе ӑнлантараҫҫӗ. Кӑҫал вара, сасартăк ăшăтса янипе тата кӗтмен ҫӗртен шӑнтнӑран, шыв çулӗ шăннă, вăл ҫырантан тухса, сарăлнă. Ҫырма ҫывӑхӗнче вырнаçнă çуртсем, пахчасем те пур. Шăпах вӗсемшӗн шыв пахчана, сарайне, тăпсакайне кӗрес хӑрушлӑх килсе тухнă.
Матак ялӗн çыннисем Юман çырми тесе калакан çак шыв çулӗ ял хӗрринчи ҫӑлтан пуçланать. Шыв çулӗ вара ял варрипе юхса, темиҫе урам урлӑ иртет. Первомайская урамӗнче 30-мӗш çуртра пурăнакан Владимир Фадеевăн хуҫалӑхне çак çырмаран тулса сарăлнă шыв уйрӑмах пысăк хӑрушлӑх кӳнӗ. Çак вырăнта пурăнакан çынсем вырӑнти ял тăрăхне те, тӗрлӗ инстанцие те пӗлтернӗ. Ку таранччен нимӗнле мерӑсем те пулман теме ҫук. Юханшыв урлӑ машинăсем тата ҫуран ҫӳрекенсем валли пысӑках мар кӗпер те туса панă пулнă. Шыв шăпах ҫав кӗпер айӗнчен юхса тухаймасăр, тулса, Первомайская урамӗ тăрăх сарăлнă та ӗнтӗ.
Виталий Мердеев, ял тăрăхӗн пуçлăхӗ:
– Кӗпер таврашӗнчи пӑра ватассишӗн, тасатассишӗн «Фламинго» обществăран пулăшу ыйтрăмăр. Унтан трактор килчӗ, кӗпер таврашӗнчи пăра тасатрӗ. Кӗпер айӗнчи пӑра вара ватса, шыв çулне ял çыннисемпе пӗрле пуçтарăнса уçатпăр, – тет.
Эпир яла килсе çитнӗ вăхăтра ял çыннисем, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Мердеев ертсе пынипе, çак ӗçе пуçăннăччӗ. Владимир Фадеевпа Анатолий Мидюкин лумпа пӑра ватаççӗ. Ял пуçлăхӗ вара вӗсене бензинпа ӗҫлекен пилапа пулӑшса тăратчӗ.
Кӑшт вӑхӑт иртсен шыв хӑйӗн ҫулӗпе майӗпен юхма пуҫларӗ. Халӑх ыйтӑвӗ хальлӗхе пурнăçланчӗ. Анчах та хӗллехи уйӑхсенче шыв илес хӑрушлӑхпа тӗл пулнă ҫынсем ҫуркунне пуҫламӑшӗнче мӗн пулӗ-ши, тесе те пӑшӑрханаҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев