Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Пире савăнтарчӗç

Тав туни

Акă кăçал та Ватăсен кунӗ çитрӗ, çаплах, иртсе те кайрӗ. Эпир, аслă çулсенчи çынсем, тата пӗр çула ватăлтăмăр.

Çапах та, пире ватă çынсем тесен те, Эпир ахаль лармастпăр – пахчаçимӗç туса илетпӗр, чăх-чӗпсем усратпăр. Çак пурнăçра ялан савăнса кăна пурăнмалла, теççӗ вӗт психологсем те. Çакăн сăлтавӗ те пулсах тăрать. Акă, эпӗ ӗçлесе тивӗçлӗ канăва тухнă «Государев Амбар» предприятийӗнчен пенсионерсене саламласа, кашнинех 25 килограмм пысăк сортлă çăнăх парса тухрӗç. Ку пирӗншӗн питӗ пысăк парне вӗт ӗнтӗ. Мӗнле савăнмăн?!

«Государев Амбар» предприятийӗн генеральнăй директорӗ Василь Салахов унта ертӳçӗ пулса ӗçлеме пуçланăранпа – 15 çул. Çак çулсем хушшинче пенсионерсене вăл нихăçан та манман. Тавтапуç, паллах! Хăйсем те, ӗçӗсем ăнăçлă пынишӗн савăнччăр.

Лидия Васиярова,Пăрăнтăк станцийӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев