Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пионерсен сӳнми çулăмӗ

Тутарстан наследникӗсен Союзне илчӗç

Шкул пурнăçӗ

 Халӑхра: «Мӗнпур ҫӗнни – вăл манӑҫа тухнӑ лайăх кивви», – теҫҫӗ. Иртнӗ вырсарникун Мускаври Хӗрлӗ площадьре, кивӗлле совет йăли-йӗркипе, 5 пин ҫамрӑк ачана пионерсен ретне илчӗç. Ҫак куна эпир те, Тутарстанра пирӗн пионерсем тивӗҫлӗ еткерҫӗсем пулнине манмастпӑр. 

Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗнче  тӑваттăмӗш класра вӗренекен ачасене Тутарстан наследникӗсен Союзне йышӑнмалли уяв педагог-организатор Любовь Казакова сӑмахӗсенчен пуҫланчӗ.  Вӑл вӗренекенсемпе вӗрентекенсене ҫӗршывра пионер организацине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнипе саламларӗ.

4 класра вӗре-некенсене (кӑҫал вӗсем пиллӗкӗн) наследниксен ретне тата ҫӗнӗ отряда чаплӑн йышӑнмалли самант ҫитрӗ. Ырă йăла-йӗркепе, галстуксене ҫыхма вожатӑйсемпе унчченхи наследниксене ирӗк пачӗç.  Ун хыççăн ҫамрӑк пионерсем «Галстучная страна», «Взвейтесь кострами» юрӑсене шӑрантарчӗç. Наследниксем курма килнисене хӑйсен пионер законӗсем çинчен каласа пачӗç, пионерсем çинчен сӑвăсем вуларӗç.

Класс ертӳҫи Светлана Головина, вӗренекенсене шкулти наследниксен йышне кӗнӗ ятпа саламларӗ. Ҫак чаплӑ мероприятие иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче ҫак шкулӑн аслӑ пионервожатӑйне, ветеран-педагога Геннадий Карсакова та чӗннӗччӗ. Вӑл наследниксене саламласа, вӗсене Тӑван çӗршывшӑн тӗслӗхлӗ, ырă ӗçсемшӗн хатӗр, тӳрӗ кӑмӑллӑ, чӑтӑмлӑ ҫынсем пулма, лайӑх вӗренме тата пур пуҫарусенче те хастар пулма чӗнсе каларӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫав ҫулсенчи пионерсем пурнăçланă ырӑ ӗҫсем ҫинчен те каласа пачӗ.  Хăйне лайӑх вӗреннӗшӗн тата шкул пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн 1969 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри «Орленок» пионерсен лагерьне яни çинчен те каласа иртрӗ.

Чаплӑ мероприяти ачасем асӑнмалӑх сăн ӳкерӗннипе вӗҫленчӗ (ӳкерчӗкре). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев