Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Пиллӗкрех амăшӗнчен тăрса юлнă

Николай Ларионов-Йӗлмел, Çӗпрел районӗ

Елена Вассиярова (Дунаева) Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче 1941 çулхи ноябрӗн 19-мӗшӗнче çуралнă, ӗмӗрне колхозра ӗçлесе тивӗçлӗ канăва тухнă, ӗç ветеранӗ. Ачаллах тăлăха юлнă.

– Атте, Кирилл Дмитриевич, 1900 çулхиччӗ, Аслă вăрçа хутшăннăскер. Анне – Мария Павловна Кивӗ Йӗлмелӗнчен, Мресовсен йăхăнчен,1903 çулхи пулнă. Вӗсем колхозниксем, тăватă ача çуратнă. Федор (1926) вăрçа хутшăннă, аманса таврăннă, Иван (1931) шахтер, Михаил Ульяновск çумӗнчи Колхознăй поселокра пурăнчӗ. Эпӗ кӗçӗнни, пӗччен çеç сывă юлтăм ӗнтӗ халь.

Эпӗ аннерен пилӗк çултах тăлăха юлнă (1946), тата икӗ çултан атте те уйрăлса кайрӗ. Иван тете  мана мӗнле пулсан та вӗрентме тăрăшрӗ, çапла ялти шкулта 6 класс пӗтерме пултартăм. Унтан мана Иван тете, вăл вăхăтра Караганда хулинче шахтăра ӗçлекенскер, хăй патне ача пăхма илсе кайрӗ. Çапла пилӗк çул Казахстанра пурăнтăм, çанталăк пирӗнни евӗрлӗрехчӗ унта. Урамра чупса ӳсмен эпӗ, хӗр пулса вăййа та тухса курман. 17 çул тултарсан столовăя ӗçлеме кӗтӗм, унтан паспорт илтӗм. Пӗр çул ӗçлесен отпуска тăван яла таврăнтăм та пулас мăшăрпа Виктор Вассияровпа паллашрăмăр. Çапла вара 1960 çулта пӗрлешрӗмӗр те ялтах тӗплентӗмӗр, – асаилӳ çăмхине сӳтет Елена Кирилловна.

Туй хыççăн пилӗк уйăхран ун мăшăрне салтака илсе каяççӗ, çамрăк арăм вара хунямăшпе (Анисия ятлă) виçӗ çул пурăнать, çак вăхăтра пӗрремӗш ачи çуралать. Салтак арăмӗ колхозра тӗрлӗ ӗçре хутшăнать, чӗкӗнтӗр çумлать, пăрçа çулать. Мăшăрӗ таврăнсан çемьере пӗрин хыççăн тепри тата çичӗ ача çуралать, пӗри чирлесе виçӗ уйăхрах вилет.

– Ялан хире ура  тума çӳренипе мана ачасем: «Анне улăм юратать, – тетчӗç шӳтлесе. Ман пурне те юратмалла ӗнтӗ, улăмне те, чӗкӗнтӗрне те, сире ӳстермелле вӗт теттӗм. Выльăх нумай усраттăмăр ун чух, улăм паратчӗç, ялан кирлӗ пулнă ӗнтӗ. Ачасене, маттик тытма вӗренсенех, хире илсе каяттăм, ӗçе хăнăхтараттăм. Чӗкӗнтӗр çумласси кăткăс япала. Шăкăрин ларакан хунавсенчен 20-25 сантиметртан пăрне хăварса пымалла, ачашăн ку питӗ йывăр. Асли, Петя, аптранипе йӗркипе сăтăрса тухатчӗ. Ун пек ан ту, пӗтӗм чӗкӗнтӗре пӗтеретӗн вӗт теттӗм ятласа. «Пӗтерӗн-ха вӗсене, тепре килнӗ çӗре каллех тухса лараççӗ ак», – хуравлатчӗ вăл, –  каласа парать Елюк акка.

Виктор Федотович (1939 çулхи) салтака кайичченех водительте вăй хума тытăннă, килсен те руль умне ларнă, ӗмӗрӗпех автомашинăпа çӳренӗ. Районти организацисенче те вăй хунă, ытларахне вара вырăнти колхозра ӗçленӗ, тӗрлӗ машинăсем çӳретнӗ, бензовоз та: «Колхида» та... ЗИСпа та ӗçлесе курнă вăл çамрăк чухне. «Ăçта та пулин пăрăнмалла пулсан ЗИС рульне унта çитиччен 20 метр малтанах пăрса хумаллаччӗ, – шӳтлетчӗ Витя тете ку машина пирки.  Виçӗ класс кăна пӗтерме ӗлкӗрнӗ вăл, амăшӗ шкула урăх яман, ӗçлемелле пулнă. Пӗчӗк Виктор вара кӳршӗри Кивӗ Улхаш ялӗнче пилӗк çул кӗтӳ кӗтнӗ. Вăл та паян ӗç ветеранӗ.

Халь Елена Кирилловнапа Виктор Федотович иккӗшӗ кăна пурăнаççӗ. Çичӗ ачи халь ӳссе тӗрлӗ çӗре сапаланнă ӗнтӗ, çемье çавăрнă. Шел, Николай 49 çула çитсе вăхăтсăр çӗре кӗнӗ.

– Юлашки тăватă çулне колхозра фермăра ӗçлерӗм, сӗт пăрăвӗсене пăхрăм. Вунă кунхи пăрусене дояркăсем кӗртсе паратчӗç те вӗсене 2-3 уйăха çитиччен çитӗнтереттӗмччӗ. Çавăнпа пенси укçи те кăштах ӳсрӗ манăн. Çапла 50 çулта пенсие тухрăм. Ачасем, мăнуксем (вунтăваттăнччӗ вӗсем, пӗри, шел, пиртен уйрăлса кайрӗ) килсе çӳреççӗ. Мăнуксен ачисем те саккăрăн ӗнтӗ. Çемье пысăк пирӗн. Çапла вӗсене кӗтсе илсе, ăсатса ярса кунсем иртеççӗ, – тет Елюк акка.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев