Пенсионерсене конкурса хутшӑнма чӗнеҫҫӗ
Конкурс
Конкурса хутшӑнма компьютерта ӗҫлеме хӑнӑхăвӗсем пулнă аслă çулсенчи граждансене чӗнеҫҫӗ.
Раҫҫей Социаллӑ фондăн Тутарстанри уйрӑмӗ пенсионерсене «Тавтапуҫ интернета! — 2024» 10-мӗш Пӗтӗм Раҫҫей конкурсне ӗҫсем йышӑнасси ҫинчен пӗлтерет. Конкурса «Ростелеком» компанийӗ тата Раççей социаллă фончӗ пуçарнипе, аслӑ ӑрури граждансен компьютер тата интернет хутлӑхне аталантарас енӗпе наци интересӗсене пурнӑҫламалли Координаци центрӗ пулӑшнипе ирттереҫҫӗ.
Конкурсра хутшăнакансен тӗп тӗллевӗ — компьютер хӑнӑхӑвӗсене алла илесси тата конкурс ӗҫӗнчи ҫитӗнӳсем ҫинчен каласа парасси.
Конкурс çак номинацисемпе иртет:
— «Манӑн интернет-ҫитӗнӳсем»;
— «Манӑн обществӑлла интернет-пуҫару»;
— «Эпӗ — интернет — ҫӑлтӑр»;
— «Ҫемье интернет-историйӗ»;
— «Манӑн автор ӗçӗсем» — учительсем валли ятарлӑ номинаци.
Конкурс ӗҫӗсене октябрӗн 4-мӗшӗччен йышăнаççӗ, конкурс пӗтӗмлетӗвӗсене 2024 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче палăртӗç.
Конкурса хутшăнма «Интернет азбуки» (azbukainterneta. RU) сайтри «Конкурс» уйрăмне «Хутшӑнма заявка» пунктӗнче конкурс ӗҫне — конкурс номинацийӗсен темисенчен пӗрин енӗпе çырнă эссене тата 2 фотографипе пӗрле заявлени памалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев