Пенсионерсем хушшинче бадминтон ăмăртăвӗ иртрӗ
«Чемпион» физкультурӑпа сывлăха çирӗплетекен комплексра районти пенсионерсем хушшинче бадминтон енӗпе ӑмӑртусем иртрӗç.
Уйрӑм ӑмӑртусем арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинче, уйрӑммăн, пулчӗç. Арçынсем хушшинче I вырăна – Николай Хрисанов, II вырӑна – Минислам Салахутдинов, III вырӑна Ирфан Рахматуллин тата Петр Гордеев йышӑнчӗҫ.
Хӗрарăмсем хушшинче I вырăна – Любовь Аттина, II вырӑна – Роза Насыбуллина, III вырӑна Дилюза Азизова тата Райна Миначева тивӗçлӗ пулчӗç.
Мӗнпур призерсем кубоксемпе тата Грамотӑсемпе парнеленчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев