Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Пенсионерка 100 пинрен ытла укçине ҫухатнӑ

Пенсионерка мошенниксен серепине çакланнă. Хăйӗн мӑнукӗ çул-йӗр-транспорт аварине лекнине ӗненсе, аслă çулсенчи хӗрарӑм преступниксене 100 пинрен ытла укçине панӑ.

 

Сентябрӗн 16-мӗшӗнче инкек тӳснӗ ҫыннӑн килти телефонӗ çине палламан хӗрарӑм шӑнкӑравлать. Шăнкăравлакан йӗнине илтсен, хӗрарӑм хӑйӗн мӑнукӗ шӑнкӑравлать пулӗ тесе шутлать. Преступник çул-йӗр-транспорт аварине лекрӗм тет, пулӑшу кирлӗ, тесе калать. Унтан калаҫӑва хăйне право йӗркине сыхлакан органсен ӗçченӗ тесе паллаштарнă палламан ҫын хутшӑнать.

Аферист çул-йӗр-транспорт аварийӗ ҫинчен каласа парать, лару-тӑрӑва йӗркелес тесен миллиона яхӑн тенкӗ  укçа пуҫтармаллине палӑртса иртет. Инкек тӳснӗ ҫын ун чухлӗ укҫа пулманни, 130 пин тенкӗ пуррине калать, çавна парăп, тет. Мошенниксем килӗшеççӗ, вара кăшт вăхăт иртнӗ хыççăн, хӗрарӑм укҫине хӑй патне килнӗ курьера парать.

Кӑштахран вӑл мӑнукне шӑнкӑравлама шутлать. Мăнукӗн пурте йӗркеллине пӗлсен, инкек тӳснӗ ҫын аферистсен серепине лекнине ӑнланать.

Хальхи вӑхӑтра ҫак факт тӗлӗшпе уголовнӑй ӗҫ хускатнӑ.

Ку ӗç Хусанта пулса иртет. Анчах, кун пек серепене пирӗн район ҫынни лекмест тесе, никам та калама пултараймасть. Телефон мошенникӗсен шучӗ те ӳсрӗ. Ҫавӑнпа та асӑрхануллӑрах пулӑр, укҫа-тенкӗ куçарма ыйтнине, информацие, пӗр хут ҫеҫ мар тӗрӗслӗр,  – тесе асӑрхаттараҫҫӗ Раççейӗн шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ӗçченӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев