Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пенсии виçине çӗнӗрен шутлӗç

Социаллă сфера

Декабрӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстан Республикинче пурӑнакансем страховани пенсисен виҫине тепӗр хут шутлама заявлени пама пултараҫҫӗ.

2026 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пенси палӑртас тата тӳлес енӗпе законсен пуххине кӗртнӗ улшӑнусем пилӗк е унран та ытларах ачине пӗр çулталăк та ултă уйăхчен пăхнă тапхăра ашшӗпе амăшӗнчен пӗрин страховани стажне кӗртсе шута илме май парать, пиллӗкмӗш ачишӗн тата ун хыççăнхисемшӗн кашнийӗншӗн тата 8,1 балл хушăнать.

Ҫавна май, 2025 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Тутарстан Республикинчи Социаллӑ фондӑн клиент службисем заявленисем йышӑнма пуҫланӑ:

  • страховани пенсине илекен хӗрарӑмсен пенси виҫине тепӗр хут шутлама;

страховани пенсине палӑртнӑ чухне 5 е ытларах ачана шута илмен хӗрарӑмсене пенси памашкӑн. 

«Амăшӗсенчен нумӑшне пенси палăртнă чухне ача пӑхмалли тапхӑрсене маларах туллин шута илмен, ҫакӑ пенси виҫине витӗм кӳнӗ. Республикӑра пурӑнакан 14 пине яхӑн хӗрарӑмӑн пенсине тепӗр хут шутлама е ҫӗнӗрен палăртма тивӗçлӗ. Халӗ эпир нумай ачаллӑ амӑшӗсене Фондӑн клиент службине кайса тивӗҫлӗ заявлени пама чӗнетпӗр», — тесе палӑртса иртнӗ Раҫҫей Социллă фондăн Тутарстан Республикинчи уйрӑмӗн управляющийӗ Эдуард Вафин.

Заявление Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи харпӑр кабинетра, нумай функциллӗ центрсем урлӑ е пурӑнакан вырӑнти уйрăмне кайса пама пулать. Социаллӑ фондӑн клиент службинче пенсионерăн хăйĕн паспортне, ачисен ҫуралнине тата ӳсӗмне ҫирӗплетекен документсене — ҫурални ҫинчен калакан свидетельствӑна е паспорта кӑтартмалла. 

2025 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче заявлени панӑ пулсан, пенси виҫине 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен шутлӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев