Пенсие каякансем паллă
2026 ҫулта Тутарстанри хӑш-пӗр граждансем пенсие тухма пултараççӗ.
Хальхи вӑхӑтра Раҫҫейре этаппа пенси реформи иртет. Пенси ҫулне ӳстерессине вунӑ ҫула – 2019 ҫултан пуҫласа 2028 ҫула çитиччен – палӑртнӑ. Реформа вӗҫленнӗ хыҫҫӑн, ҫулсен чиккине пилӗк ҫуллӑха ӳстерӗҫ: хӗрарӑмсемшӗн вӑл 60 ҫул, арҫынсемшӗн 65 ҫулпа танлашӗ. 2026 ҫулта пенсие пӗтӗмӗшле никӗспе тухмалли правӑна 1962 ҫулхи тата 64 ҫула ҫитнӗ арҫынсем, ҫавӑн пекех 1967 ҫулхи тата 59 ҫула ҫитнӗ хӗрарӑмсем тивӗҫӗҫ.
Унсӑр пуҫне, пенси тӳлевӗсене пенсие маларах тухма законлă сӑлтавӗсем пулнă Тутарстан çыннисем те регистрацилеме пултараҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев