Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Пенси фончӗ хыпарлать

Ултӑ тӗрлӗ пулӑшу паракан универсаллӑ пособи

Çитес 2023 ҫулта универсаллӑ пособи паян вăйра пулнă 6 пулӑшу мерине пӗрлештерӗ.

Универсаллӑ пособие çаксем кӗреççӗ:

– Медицина организацине йывăр çын пулнă вăхăтра пуçламăш сроксенче учета тӑнӑ хӗрарӑмсене уйӑхлăх пособи пани;

– Вăхăтлăха ӗçлеме пултарайманнипе тата ача ҫуратнӑ май обязательный социаллӑ страховани тума тивӗçлӗ пулман граждансене ачана пӑхмалли пособи;

– Пӗрремӗш ачине ҫуратнӑ май (усрава илнӗ) ача виҫӗ ҫула ҫитиччен уйӑхсерен тӳленекен укçа;

– Виҫӗ ҫултан пуҫласа ҫичӗ ҫула ҫитиччен ачана уйӑхсерен укҫа тӳлевӗ;

– Ачасене 8 ҫултан пуҫласа 17 ҫула ҫитиччен уйӑхсерен тӳлев;

Президент хушăвӗпе   килӗшӳллӗн, сентябрӗн 28-мӗшӗнче Патшалӑх Думине Раҫҫей Федерацийӗнче 2023 ҫулхи январь уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа универсаллӑ пособи палăртасси ҫинчен калакан закон проектне пӑхса тухма кӗртнӗ.

Иккӗмӗш ачана ҫуратнипе (усрава илнипе) ăна виҫӗ ҫул тултариччен уйӑхсерен тӳленекен тӳлев (амӑшӗн капиталӗн укҫи-тенки шутӗнчен федераци тата регион бюджечӗсен укçине явӑҫтармасӑр парăнать).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев