Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Педагог тата наставник çулталăкне пӗтӗмлетнӗ мероприятире педагогсем парнеленчӗç.

Заслуги

Професси аталанӑвӗнче çамрӑк педагогсене пулăшас енӗпе уйрăм ӗçӗсемшӗн Алешкин-Саплӑк пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӑн лаборантне Нина Федоровна Шадрикована, Кивӗ Чукал ача сачӗн заведующине Фарида Назибулловна Ахметована, Алешкин-Саплӑк пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӑн математика вӗрентекенне Фоат Мирзаевич Валиева, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулăн пуҫламӑш класӗсен учительне Рамзия Джамилевна Мистякована «Хисеплӗ наставник» паллăпа чысларӗç.
* * *
Вӗренӳ тытӑмне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, професси пӗлӗвӗнче ҫамрӑк педагогсене пулӑшнӑшӑн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Шланка пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулăн тутар чӗлхипе литературине вӗрентекен Гульназ Забихулловна Мушарапова Тутарстан Республикин Çутӗç тата наука министерствин Тав ҫырӑвне тивӗçлӗ пулчӗ.
* * *
2023 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри тата республикӑри олимпиадӑсен, регионсен тата халăхсен хушшинчи олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисене хатӗрленӗшӗн 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ Асадулла Абзалетдинович Аббазов, Чăваш Çӗпрел вăтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Альбина Владимировна Артемьева, Хулаçырми пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулăн чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Любовь Петровна Давыдова, Матак вăтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Марина Ивановна Ермолаева, Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Татьяна Михайловна Карсакова, Аслă Аксу пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Нина Витальевна Ларионова, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулӗн пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсене вӗрентекен-йӗркелӳçӗ Альфик Лотфуллович Миннебаев, Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейӗн акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Надежда Анатольевна Митрошкина, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулӗн вырăс чӗлхипе литературине вӗрентекен Марина Ивановна Мышова, Чăваш Çӗпрел пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулăн чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Валентина Николаевна Петрова, Упи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулăн чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Александровна Сердцева, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулăн физика вӗрентекенӗ Шамиль Хасиятуллович Тазетдинов, Кивӗ Шемӗршел пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулăн тутар чӗлхипе литературине вӗрентекен Миляуша Джамильевна Фатхуллина, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулăн чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Александровна Шишкина, Аслӑ Аксу пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Валентина Николаевна Ярмушова, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӗн акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Эльмира Масумовна Яфизова укҫа-тенкӗ сертификачӗсене тивӗçлӗ пулчӗç.
* * *
Чыслă ӗçӗшӗн, пысӑк профессионализмшăн, районти çутӗç пайне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Хурăнвар-Шăхаль пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӗн пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсене вӗрентекен Александр Алексеевич Никифоров, Çӗнӗ Пăрăнтăк пуҫламӑш шкул-ача сачӗн вӗрентекенӗ Валентина Николаевна Тарасова, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулăн воспитателӗ Гулия Султановна Усманова Хисеп грамотине тивӗçлӗ пулчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев